Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырма çĕнтерÿçисем

Вырма çĕнтерÿçисем

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем 2019 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1.Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çÿрекен ялав, диплом панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 48,0 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

2. Çĕр улми туса илессипе сарăлнă ăмăртура «АСК-Яльчики» ООО мала тухнă. Ăна дипломпа чысланă. Ял хуçалăх предприятийĕнче 250 гектар лаптăкран кашни гектар пуçне 324,7 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

3. Ял хуçалăх производствинчи тухăçлă ĕçшĕн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Александр Алексеевич ЕГОРОВА, акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи комбайнера. Вăл «ACROS-530» комбайнпа 17230 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, «2019 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.

Олег Федорович ПАТШИНА, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи комбайнера. Вăл «ДОН-680М» комбайнпа выльăх апачлĕх культурăсене 7000 тонна пухса кĕртнĕ.

Георгий Валерьевич ПАРАМОНОВА, «Агрофирма «Слава картофелю-Яльчики» сахал яваплă обществăри комбайнера. Вăл «AURShirit» йышши комбайнпа 51000 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

Юрий Сергеевич КОМИССАРОВА, «Яманчурино» сахал яваплă обществăри водителе. Вăл «Камаз-5320» маркăллă автомашинăпа пĕтĕмпе 77100 тонна-çухрăм ял хуçалăх таварĕ, çав шутран 2804 тонна тырă турттарнă.

Юрий Леонидович ШУВАРОВА, «Яманчурино» сахал яваплă обществăри механизатора. Вăл «МТЗ 1221» маркăллă тракторпа 8420 условлă эталон гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code