Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç укçи ỹсет

Ĕç укçи ỹсет

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ĕç укçин ỹсĕмне тишкернĕ.

Бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçал 14,7 процент хушăннă — 38,3 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитес çул та ỹсĕм курăмлă пулмалла — 8,9 процент. Вăл ỹссе 41,4 пин тенкĕ патне çывхармалла. Вĕрентекенсемпе медиксемсĕр, культура ĕçченĕсемсĕр пуçне бюджетран укçа илекен ытти çын та пур — «ыттисем» тесе палăртакан çак йышăн шалăвĕ çĕнĕ çултанах 8,5 процент пысăкланĕ. Ку, паллах, бюджетшăн ансат мар, анчах кирлĕ укçана резервланă. Çав шутра — 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен МРОТа 18,5 процент ỹстерессине тивĕçтерме те.

Çитес çулхи бюджетăн ĕç укçи валли каякан тăкакĕсен калăпăшĕ 33,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ — кăçалхинчен 9,1 процент пысăкрах.

Бюджетăн пĕтĕмĕшле тăкакĕсем 86,3 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Вăл 1,4 миллиарда яхăн тенкĕлĕх дефицитлă пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code