Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренỹ службăсене тĕрĕслет

Вĕренỹ службăсене тĕрĕслет

Çак кунсенче окургра пушарпа тактика вĕренĕвĕ иртрĕ. Меропрятин тĕп тĕллевĕ — ăнсăртран пушар пулас пулсан инкеке сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем хăйсен ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесси пулчĕ.

Хальхинче тренировкăна Елчĕкри централизациленĕ культура çуртĕнче ирттерчĕç. Условнăй пушар артистсен залĕнче тухнă. «Тĕтĕм мăкăрланма пуçласанах» яваплă çынсем тивĕçлĕ службăсене пĕлтернĕ. Персонал пушара сарăласран сыхлас енĕпе мерăсем йышăннă, ĕçченсене «çунакан» çуртран васкавлăн илсе тухассине йĕркеленĕ.

Тревога сигналĕпе вырăна çитнĕ Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ пушара сỹнтерес тата инкек тỹснисене çăлас енĕпе тỹрех кирлĕ мерăсем йышăнчĕ. Вĕренỹ условийĕсем тăрăх, çуртра пĕр çын юлнă — ăна пушарнăйсем кĕске вăхăтра çăлчĕç. Ун хыççăн мĕн пур пỹлĕме тĕплĕн тĕрĕслерĕç вĕсем. «Васкавлă пулăшу» бригади те пушарта сиен тỹсекене тивĕçлĕ пулăшу пачĕ.

Вĕренĕве округ пуçлăхĕ Леонард Левый тĕплĕн асăрхаса тăчĕ. Вăл кашни служба ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелесе пынине палăртрĕ, çав вăхăтрах кирлĕ сĕнỹсем те пачĕ.

Кирек мĕнле инкекре те (пушар тухсан, тĕрлĕ аварине лексен тата ытти те) «112» номерпе шăнкăравламалла. Асăннă номерпе SIM-карта ĕçлемесен те, карас телефонĕ çинче укçа çук чухне те шăнкăравлама пулать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code