Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Корреспондентсен слетĕнче

Корреспондентсен слетĕнче

«Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленипе Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слечĕ иртнĕ. Унта сăвă-калав, тĕрлĕ хайлав шăрçалама кăмăллакан 100-е яхăн ача пуçтарăннă. Пысăк уява Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти хастарсем те хутшăннă. Слетра калем ăстисем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăсталăх лаççинче кăтартнă. Кунта вĕсем телефонпа хитре сăн ỹкерчĕк тăвас, кăсăклă постсем хатĕрлес, юрă юрлас, тĕрĕ тĕрлес, вĕтĕ шăрçапа ĕçлес вăрттăнлăх ăша хывнă.

Слетра «Тантăш» хаçата хайлав çыракан хастарсене палăртнă. 7-мĕш класра вĕренекен Александр Патшин, калавсем шăрçалас енĕпе палăрнăскер, лауреат ята тивĕçнĕ.

— Хамăн хайлавсем урлă манăн çитĕнекен ăрăва ырă çулпа утма пулăшас килет, — тет вĕренекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code