Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экспорт калăпăшĕ ÿсет

Экспорт калăпăшĕ ÿсет

РФ ял хуçалăх министерствин Агроаналитик центрĕн кăтартăвĕ тăрăх, çĕршыври регионсен хушшинче Чăваш Ен экспорта çăнăхран пĕçернĕ кондитер изделийĕсене ăсатассипе – 4, çу культурисемпе – 4, чăх какайĕпе – 11, шăккалатпа 13-мĕш вырăнта.

Август вĕçĕ тĕлне республикăри аграрисем продукцине 17,4 млн долларлăх экспортланă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 26 процент ытларах.

Асăннă кондитер изделийĕсене ют çĕршывсене сутасси 48 процент ÿснĕ е 7,2 млн долларлăх. «Акконд» предприятипе Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрикин çимĕçĕ Китай, Казахстан, Украина, Япони, Азербайджан тата ытти çĕршыва ăсаннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code