Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕсене пурнăçласа

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕсене пурнăçласа

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый калаçăвне иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Чи пĕлтерĕшли — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый 2022 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе тата 2023 çулта пурнăçламалли ĕçсене палăртса анлă канашлу ирттерни, пĕтĕмлетỹ ĕç-хĕлне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнни. Çавăн пекех Олег Алексеевич Елчĕкри шкулта пулса пĕлтĕр çĕнетнĕ 250 ача апатланма май паракан столовăйпа паллашнă.

Елчĕкре пулнă хыççăн О.Николаевăн пуçарăвĕпе ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕнчен округа тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе çитерме хушусем килнĕ. Леонард Васильевич пуçтарăннисене пурнăçлама палăртнă ĕçсемпе тата вĕсене хăçанччен ĕçе кĕртес вăхăтпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Пĕрремĕшĕ вăл — округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе пурнăçланакан ĕçе малалла тăсасси. «Пуçаруллă бюджет» программа районта ăнăçлă пурнăçланать. Иртнĕ çул 39 проектран 37-шне ăнăçлă ĕçе кĕртнĕ, çапах та Аслă Елчĕк тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ сăлтава пула 2 проекта пурнăçлама май килмен. Вĕсене кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемеллине палăртрĕ Л.Левый.

Ĕçлекенсен шалăвне ỹстерсе пырасси çивĕч ыйтусен йышĕнче. Енчен те бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 32-33 пин тенкĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсенче 30 пин ытла тенкĕпе танлашать пулсан, пĕчĕк тата вăтам предприятисенче тăрăшакансен шалăвĕ 26 пин ытла тенкĕ анчах. Çак укçа-тенкĕ паянхи кун пурăнма çителĕксĕр пулнине лайăх ăнланатпăр. Тивĕçлĕ ĕç укçи илекен çын ют регионсене ĕçлеме çỹремĕ, вырăнтах тăрăшса çурт-йĕрне те хăпартĕ, çемье те çирĕпленĕ. Ĕç паракансем ĕçченсене мĕнле виçепе шалу тỹленине тишкерес тĕллевпе округ администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси ĕçлет. Çавна май округ пуçлăхĕ яваплă çынсене шалу сахал тỹленин сăлтавне тишкерессипе тата лару-тăрăва ырă енне улăштарассипе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ.

— Пытармалли çук, чылай предприниматель ĕç укçине «конвертпа» пани те тĕл пулать, — палăртрĕ пуçлăх.

Кăçал республикăра пĕтĕм шкул ачине пĕрлехи апатлану стандарчĕпе тивĕçтерес, продукци пахалăхне ỹстерес тата ăна кỹрсе килессине централизацилес тата ку ĕçе ытларах вырăнти производительсене явăçтарас ыйтусем те тимлĕхре пулчĕç.

Пирĕн районта тĕллевсĕр усă курман çĕр çук, çапах та хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрсем (пурĕ 19 гектар) йывăç-тĕмпе ỹссе кайни тĕл пулать, вĕсене çуркунне тасатас ĕçе пуçăнмаллине те асăнчĕç канашлура.

Алкоголь шĕвекĕсемпе, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса республикăра çуллен 160-190 çын вилет. Ку енĕпе пирĕн округ çивĕччисен шутĕнче мар пулсан та, пахалăхсăр эрех продукцийĕнчен наркăмăшланса 2022 çулта 4 çын пурнăçран уйрăлнă. Л.Левый палăртнă тăрăх, ку ыйтăва тĕплĕ тишкермелле, çавăн пекех суту-илỹ тĕлĕшĕпе тĕрĕслев çирĕп пулмалла, лавккасен сентрисем çинче хамăр республикăра туса кăларакан продукци пулмалла.

Иртнĕ кану кунĕсенче Красноармейски муниципалитет округĕнче темиçе площадкăра 10-мĕш хут хĕллехи ял спорчĕн вăййисем иртнĕ. Ăмăртăва «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераци проектне тата Раççей Федерацийĕн спорт министерствипе Чăваш Ен спорт министерствисем 100 çул тултарнине халалланă. Елчĕк муниципалитет округĕн команди ăмăртусенче палăрса тăваттăмĕш вырăна тивĕçнине палăртмалла.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров хăй ертсе пыракан пайăн 2022 çулта пурнăçланă ĕç-хĕлĕпе тата 2023 çулхи задачăсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Социаллă аталанăвăн тĕрлĕ программи округра ăнăçлă пурнăçланать. Вĕсен шутĕнче «Пуçаруллă бюджет» программа, ялсенче хальхи хула хăтлăхĕ кĕртмелли программăпа обществăлла территорисене, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, тротуарсене йĕркене кĕртсе пыни, ача-пăча лапамĕсемпе спорт площадкисем, кану вырăнĕсем хута яни тата ытти те. Çамрăк граждансене, ялти специалистсене пурăнмалли хăтлă кĕтеспе, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче.

Халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пай ертỹçи Наталья Николаева 2022 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Асăннă пай çĕршыв тата республика шайĕнчи саккунсене тĕпе хурса граждансене тĕрлĕ çăмăллăхпа тата адреслă пулăшупа тивĕçтерессипе ĕçлет. Уйăхсерен 7843 гражданин 34 тĕрлĕ пулăшу илет. Ку вăл пирĕн округра пурăнакан халăхăн 52 проценчĕпе танлашать.

Канашлура çул-йĕрсене тивĕçлĕ тытса тăрас, «Пушкин карттипе» туллин усă курас, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ ярас тата ăна вырăна çитерес енĕпе йĕркесене çирĕп пăхăнас тата ытти çивĕч ыйтусене тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code