Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эреш» орнамент-фест» фестивальте

«Эреш» орнамент-фест» фестивальте

Чăваш наци музейĕнче иккĕмĕш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртнĕ.

Малтанах «Ал ăстисен марафонĕ» конкурс иртнĕ. Унта республикăри тĕрĕ ăстисем кăна мар, Чĕмпĕртен, Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем те хутшăннă. Вĕсем наци çи-пуçĕн капăрлăх пайне тĕрленĕ.

ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявлама палăртнине аса илтернĕ. Наци музейĕн пуçлăхĕ Ирина Меньшикова фестивале ятарласа çак куна халалланине палăртнă.

Фестивальте этика çи-пуçĕн конкурсĕ те иртнĕ. «Çавра сĕтелре» тĕрĕри халăх историйĕ тавра калаçнă, Евгения Жачева ал ăстин куравĕ ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code