Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир пĕрле

Эпир пĕрле

Телевиденипе пирĕн тĕп хуламăртан Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсемпе капăрлатнă пысăк фурăсем Мариуполе тухса кайнине час-час кăтартаççĕ. Чăваш Ен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăнине ырламалла.

Пулăшу аллине предприятисемпе, общество организацийĕсемпе пĕрле халăх та тăсать. Пурте пĕрле кар тăрса хамăрăн тăнăçлăха сыхлакансене пулăшни темрен паха. Пирĕн ялта та хастар хутшăнаççĕ салтаксене пулăшма. Ялта ыр кăмăллăх концерчĕ пулсан унта халăх нумай пухăнчĕ. Алексей Трофимов, Олег Иванов, Альбина Максимова 1000-шер, Геннадий Ловкин, Альбина Волкова, Елена Анисимова 500-шер, ыттисем 200-100-шер тенкĕ парса пухмача пуянлатрĕç.

Фронтра та, тылра та яланах пĕрле пулсан эпир çĕнтеретпĕрех.

Исония ВОЛКОВА. Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code