Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшма кар тăнă

Пулăшма кар тăнă

Кавал ялĕнче пурăнакансем Украинăри çар операцине хутшăнакансене малтанхи вăхăтран тытăнсах хăйсем пултарнă таран тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ.

…Мускав хулинче пурăнакан ял çамрăкне — Николай Станиславович Галошева çар операцине хутшăнма мобилизациленине пĕлсен ял çыннисем, айккинчен хистенипе мар, хăйсен ирĕкĕпе ăна пулăшма пулчĕç, 3 кун хушшинче унăн счече çине 200 пин тенкĕ укçа куçарса пачĕç. Александр Головин çамрăк 20 пин тенкĕ, Николай Головин, Елена Евтихеева, Ираида Евтихеева çĕршыв хỹтĕлевçине 10-шар пин тенкĕ парса пулăшрĕç.

Ял çыннисен ырă кăмăлĕ иксĕлме пĕлмест. Çак тăнăç мар саманара вĕсенчен кашнийĕ пĕрле пулмаллине лайăх ăнланать. Пĕр чăмăра пĕрлешсен йывăрлăхсене çĕнтерме те ансатрах пулнине ăнланса мобилизаци пуçланнă хыççăн та кашни салтак валли ятарласа 10-шар пин тенкĕ куçарнăччĕ.

Çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркелесе ирттерекен ытти акцисене те, пĕр-пĕрин хыççăн, ял çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Хĕр-хĕрарăмсем чун ăшшине парса хăйсен аллисемпе çыхнă алсиш-нускисене е лавккаран туяннă ытти çи-пуçпа апат-çимĕçе ялти библиотекăна илсе пычĕç. Кунта вĕсене ятарлă коробкăсене тирпейлĕн вырнаçтарнă хыççăн салтаксем патне ăсатрăмăр.

Л.КАПЛАМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code