Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыру — ентеше

Çыру — ентеше

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçе Аслă Таяпари тĕп шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Маларах ачасем Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне салтаксем патне çырусем янăччĕ. Тулли кăмăлтан шăрçаланă виçкĕтеслĕхсем пурте «хуçисене» тупнă. Унтан та ытларах: 5-мĕш класри Дима Некрасовăн çырăвĕ вара Çирĕклĕ Шăхаль каччин Роман Левыйăн аллине лекнĕ.

Роман ашшĕ, Александр Ильич, иртнĕ кунсенче пирĕн шкулта пулчĕ. Вăл хăйĕн ывăлĕ ячĕпе пĕтĕм коллектива ырă та пархатарлă ĕç туса пынăшăн пĕтĕм чунтан тав турĕ. Салтаксемшĕн тăван кĕтесрен килнĕ хыпарсем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, саламсене вĕсем куççуль витĕр вуланине каласа пачĕ. Димăна ятарласа чей курки парнелерĕ, ачасене пылак çимĕçпе сăйларĕ, Тăван çĕршыва юратма, лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма ырă сунчĕ.

Г.МАЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code