Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçре те пĕрле

Ĕçре те пĕрле

Кавалта пурăнакан Кузьминсем – Еленăпа Борис – килĕшÿллĕ мăшăр. Пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăнаканскерсем иккĕшĕ те вырăнти «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хураççĕ.

Елена нумайранпа ĕне сăвакан операторта тăрăшать. Борис та фермăра тимлет, вăл ĕне сăвакан установкăсене ĕçлеттерет. Кулленхи яваплă ĕçе кăлтăксăр йĕркелесе пырассишĕн вăй-халне шеллемест. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май ахальтен мар ăна «Професси енĕпе чи лайăххи» ятпа чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code