Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нушине самаях курнă

Нушине самаях курнă

Çын çапла вĕт вăл: кампа та пулин калаçса, иртнине аса илсе чунне пусарма тăрăшать. Лавккара ĕçленĕ май кун каçа чылай çынпа калаçма тивет. Пĕрисем тавар туянаççĕ те хăвăрт тухса каяççĕ. Теприсем вара хăйне кирлине туяннипе пĕрлех чунне уçма та тăрăшаççĕ. Саня аппан çулĕсем шултăра. Лавккана кĕрсен нихăçан та сăмах хушмасăр тухса каймасть кинеми. Пĕринче вара хăйĕн пурнăçĕ пирки те тĕплĕн каласа пачĕ, хаçатра çырма хирĕç маррине те пĕлтерчĕ.

Александра Михайлова 1937 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ача ỹснĕ çемьере: Саня (асли), Маня (Кивĕ Арланкассине качча кайнă, унта пурăнать), Роза, Валя, Толя. Вĕсенчен иккĕшĕ, Розăпа Валя, ача чухнех, вăрçă вăхăтĕнче чирлесе вилнĕ. Толя каярах — çемьеленсен — пурнăçран уйрăлнă.

Саня аппан ашшĕ, куçĕ сусăр пулнăран, вăрçа кайман. Вăл колхозра малтан кладовщикра, унтан бригадирта ĕçленĕ.

Александра Владимировна каласа панинчен çакă курăнать:

— Пирĕн пỹртпе пăлтăр кăначчĕ, хуралтă тавраш пулман. Шанатăн-и, пỹрте пĕр вăхăт лаша та янăччĕ, сысна усрама тытăнсан ăна та пỹртрех тытнă. Пỹртĕн пĕр кĕтесне колхоз правленийĕ валли уйăрнă.

Атте анне пур çĕртех пире пăрахса урăх киле кайса кĕчĕ. Каяс умĕн пур-çук çĕр улмине кăларса кайрĕ, пире валли пачах хăвармарĕ.

Тем нуша та куртăмăр. Çичĕ çухрăмран вут-шанкă турттарма тиветчĕ, кунне иккĕ хутлаттăмăр. Ирпе тĕп каснă, кăнтăрла çаппине йăтнă. Çынсем патне сỹс тỹме çỹренĕ. Выçă ỹсрĕмĕр, çăвара çăкăр хыпса курман тесен те юрать. Крахмал çинĕ, вăл та ялан пулман. Анне тăла чăлхана кантрапа çыхса яратчĕ те, иртнĕ çул ана çине юлнă çĕр улмине (крахмал тенĕ эпир ăна) пуçтарма каяттăмăрччĕ. Тытсан — çупкă лекетчĕ.

Аннене пĕччен пире пăхса çитĕнтерме пушшех йывăр пулнă ĕнтĕ, анчах пуçне усман. Вăл хỹме тытсан унта сысна усрама пуçларăмăр, кайран хапха тутарчĕ. Пĕчĕк пỹрт лартрĕ, пай илчĕ. Тырă кĕлти çыхма каятчĕ, тырă шĕкĕлчесе килсе пире яшка пĕçерсе çитеретчĕ. Тепĕр чухне анне пире хытарсах: «Çын патĕнче апат ан çийĕр, килсен луччĕ курăк пĕçерĕр те çийĕр», — тетчĕ.

Çимелли çук чухне ăна та çинĕ çав. Чăкăт курăкĕ шыçăнтаратчĕ, пиçен тăрри апла мар — çавна ытларах пуçтараттăмăр. Маня йăмăкпа тĕл пулкалатпăр та, пĕринче çапла каланăччĕ: «Ачам, аппа, курăк çинин усси пурах çав: тĕрĕс-тĕкел ỹсрĕмĕр, чире те каймарăмăр вĕт. Ахальтен мар выльăх-чĕрлĕх курăка юратать, пĕлмесĕр çимест вăл».

Выçăпа аптăрасан ирĕксĕрех хире çĕр улми вăрлама каяттăмăр. Пỹртре хĕлле тем хулăнăш пăр çакăнса тăратчĕ, пурпĕр чире каймарăмăр. Ун чухне вăрçăра вилнисен çемйисене 40-шер тенкĕ укçа панă. Пире вăл та лекмен, атте те пĕр пуспа та пулăшмарĕ.

Пĕр çулхине хуçалăхра ĕçлесе 4 михĕ тырă турăм. Çукпа ỹснĕ пулсан та çын япалине вăрламан. Колхозра ĕçлекенсем столовăйĕнче çинĕ, çавăнпа Маня 6-мĕш класс пĕтерсенех фермăна ĕçлеме кайрĕ. Каярахпа 3 сысна çури, пĕр пăру илчĕ. Столовăйĕнче панă сахăра хăй çимесĕр пире валли илсе килетчĕ. Эпĕ хирте, пай çинче ĕçленĕ. Кок-сагыз (çак ỹсен-тăрана çитĕнтеретчĕ колхоз) уйне çумланăшăн панă укçапа калуш илтĕмĕр. Эх, епле савăнтăмăр! Унпала кайран качча кайрăм. Эп 17-рех качча тухнă çав.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Мария АРХИПОВА.
Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code