Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван чĕлхемĕр хăрушлăхра!

Тăван чĕлхемĕр хăрушлăхра!

Чĕлхе — наци чунĕ, халăх историйĕ, цивилизаципе культура çулĕ. Тăван çĕршыва, çавăн пекех хăв çуралнă тăрăха юратасси, хисеплесси унпа çыхăннă. Чĕлхе — хĕç-пăшал та: вăл туххăмрах çапса хуçма та е çирĕп вăй-хăват пама та пултарать.

Тĕнчере 8324 чĕлхе шутланать. Чи пуян чĕлхеллĕ çĕршыв — Папуа-Çĕнĕ Гвинея, унта 841 чĕлхе. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Индонезипе (721) Нигери (538) йышăнаççĕ. Пирĕн çĕршывра вара 270 чĕлхе тата диалект пулсан, çав шутран Дагестанра хăйĕнче кăна — 24 чĕлхе. Тĕрлĕ аулта пурăнакансем пĕр-пĕрин чĕлхипе хутшăнаймасса та пултараççĕ.

Лингвистсем палăртнă тăрăх, чĕлхе пурăнтăр тата ăнăçлă аталантăр тесен унпа 1 миллионран кая мар çын калаçмалла. Унашкаллисем 250 ытла. Планета çинче акăлчан, китай, испан чĕлхисем чи анлă сарăлнисем. Вырăс чĕлхи — 9-мĕш вырăнта.

ЮНЕСКО кăтартăвĕсене илес пулсан, çỹлерех асăннă 8324 чĕлхерен çичĕ пинĕпе çеç калаçаççĕ, ыттисемпе усă курмаççĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех чĕлхесен 44 проценчĕ çухалас хăрушлăхра, урăхла каласан, вĕсемпе пĕрер пин çын кăна сăмахлать. Тĕнче шайĕпе çывăх вăхăтра пуплеврен тухса ỹкме пултараканнисем — 846 чĕлхе.

Юлашки 25 çулта пирĕн çĕршывра пилĕк чĕлхе «çухалнă»: тазов, беринговский алеут, ороч, керек, хĕвел анăç манси. XX ĕмĕрте вунă чĕлхе пĕтнĕ. Хăшне-пĕрне асăнар: кăнтăр ханты, инупак, сойот, кăнтăр манси, камасин.

«Атлас языков мира, находящихся под угрозой исчезновения» (2010 çул) кĕнекен 3-мĕш изданийĕнче пирĕн çĕршыври çухалма пултаракан чĕлхесене те асăннă. Çав списока абазин, абхаз, адыгей, ахвах, алутор, бурят, якут… чĕлхисем кĕнĕ. Шел, пирĕн тăван чăваш чĕлхи та çав йышра. Раççейри тĕп халăхсен чĕлхисемпе 100 çынтан сахалтарах калаçакансен шутне 12 чĕлхе, 100-тен пуçласа 300 çын таран пуплекенсен йышне 11 чĕлхе кĕртнĕ.

2021 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче пурĕ 1067139 чăваша шута илнĕ. Чăваш Енре — 889,3 пин, ку вăл халăхăн 67,69 проценчĕпе танлашать. Чăвашсем çĕр пин ытлан пурăнакан регионсем: Тутар, Пушкăрт Республикисем, Ульяновск облаçĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Сергеев профессор 2017 çулхи февраль уйăхĕнчи «Халăх шкулĕ» журнала панă интервьюра çакăн пек йĕркесем пур: «Эпĕ çакна калатăп: хальлĕхе эпир чăвашла калаçма пăрахман, хальлĕхе ял пĕтмен. Ан манса кайăр: ял пĕтеслĕхĕ куç умĕнче тăма пуçларĕ. Ял ачисем те вырăсла кăна калаçма тытăнчĕç».

Тăхăр çул каялла ку юхăм Елчĕк тăрăхне те — «Чăвашлăх утравне» (хуларан килекен культурăпа ăс-хакăл ĕçченĕсем çапла калатчĕç.-ред.) — килсе çапасса кам шаннă?

«Эпир ача чухне хуларан килекен чăвашла пуплеме вĕренсе кайнă, — Виталий Ивановичăн малаллахи сăмахĕсене илсе кăтартатпăр. — Тăван чĕлхене хисеплесси ачасенчен пуçăнмасть пулсан йывăрлăха кĕрсе ỹкетпĕр».

Чăн та, çав «причала» çитсе чарăнтăмăр пулмалла. Чăваш чĕлхипе усă курасси чакса пынине тĕпчевçĕсем те палăртаççĕ. «Паян ялсенче чăваш чĕлхипе тĕпел кукринче кăна калаçаççĕ», — теççĕ вĕсем. Хăш-пĕр округ центрĕсенче вара чăваш чĕлхине ют чĕлхене вĕрентнĕ пек вĕрентеççĕ иккен. Ку мăшкăл вĕт ара! Чăваш Республикин патшалăх чĕлхинчен кулни!

Çỹлерех асăннă «Атлас языков мира…» изданири çак йĕркесене вырăслах илсе кăтартăпăр: «Когда дети перестают говорить на языке родителей как на родном (первом), язык постепенно вымирает». Эпир çавăнта пыратпăр та. Вырăсланнă ачасенчен çитĕнсен чăвашла пуплекен пепке çуралманни паллă ĕнтĕ. Ку вăл — аксиома! Округри шкулта вĕрентекен чăвашла калаçма мар, чăвашла ăнланман чăваш ачине урокра вырăсла ăнлантарни пĕр тĕлĕнтерет, пĕр тарăхтарать.

Чăваш чĕлхи, тĕрĕссипе, яланах йывăрлăхра пулнă. 1960 çулта чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе вĕрентме чарнă, вĕренỹ программинче чăваш сăмахлăхĕн сехечĕсене кĕскетнĕ. Çамрăксен чăвашла хаçатне кăларма пăрахтарнă. Хут ĕçĕсенче чăваш чĕлхине хĕссе кăларнă. Хăш-пĕр йăла-йĕркене, тĕн праçникне ирттерессинче те çакнашкал пулăм. Вак халăхсен наци культурине тапăнни ун чухнехи КПСС Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Хрущев лартнă тĕллевпе çыхăннă пулĕ: «Вырăсла мĕнле хăвăртрах калаçма пуçлатпăр, коммунизм та хăвăртрах тăвăпăр», — тенĕ вăл.

Халĕ «хĕсĕрлỹ» темĕпĕр те, анчах чăваш чĕлхине хуласенче кăна мар, ялсенчи шкулсенче вĕрентессине те эрнере пĕр сехете антарса лартнă. Чăваш литератури шăпи те çавах. Кĕçĕн классенче вара пĕр эрнинче чĕлхене, тепринче литературăна «тишкереççĕ» (округри шкулсенчех тĕрлĕ вариант. — ред.). Ку ĕнтĕ факультатив шайĕ. Çав вăхăтрах федераци компонентне кĕртнĕ акăлчан чĕлхине пуçламăш классенче эрнере икĕ-виçĕ сехет вĕрентеççĕ. «Ăна тытма юрамасть», — тесе хытарса хунине те пĕлтерчĕç нумай çул педагогикăра ĕçлекен пĕлĕшĕмсем. Регион компонентĕнчи чăваш чĕлхинчен вара кулма юрать-и? Эпир ăçта, Британире пурăнатпăр-им? Хамăрăн тăван чĕлхене вĕрентессинче хамăр хуçа мар. Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствине ку тивĕçтерет ахăр, Чăваш наци конгресĕн вĕренỹ комитечĕн вара «шăлĕ» витмест.

Малашне хаçатсенче, радиопа телевиденире чăваш чĕлхипе хыпарсене йĕркелесе пыракансен йышĕ хавшасси куç кĕрет. Телеэкран çинче халех «Хипарсен калараме» тесе çырнине асăрхатăн та. Республикăри округсен изданийĕсенчен чи пысăк тиражлă «Елчĕк ен» хаçата паян чăвашла калаçма пĕлмен тата карас телефон чури пулса тăнă шкул ачи çитĕнсен çырăнманни те паллă.

2013 çултанпа, Китай чĕлхипе культурин центрне йĕркеленĕ май, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче асăннă çĕршывăн чĕлхине вĕрентеççĕ. 2016 çултанпа олимпиада ирттерессине вăя кĕртнĕ.

Куратпăр: ют çĕршывсен чĕлхисем пирĕн патăмăрта та çĕкленеççĕ, эпир — хавшатпăр. Чăвашсенче, тỹрремĕн пирĕн округра, атте-анне чĕлхинчен писсе пыни мăнаçлану çуккине, хамăра хамăр хисеплеменнине кăтартать. Олег Мустаев тĕп тĕрĕс каланă çав: «Чăвашсем! Мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пулăр!»

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code