Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Анне кунĕ»

«Анне кунĕ»

марафон пырать республикăра аннесен уявĕ умĕн.

Ăна республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарнă. Марафонăн тĕп тĕллевĕ – хĕрарăмсене аталанма майсем туса парасси, вĕсене хăйсем çинчен тата хăйсен чи лайăх енĕсем çинчен каласа пама пулăшасси. Çавăнпа та районти маттур та пултаруллă амăшĕсене марафон мероприятийĕсене хутшăнма чĕнетпĕр. Чылайăшĕ унта хутшăнса сăн ÿкерчĕкĕсене социаллă сетьсенче вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Ыттисене те хастартарах пулма ыйтатпăр.

Социаллă сетьсенче сăн ÿкерчĕксене тĕрлĕ тематикăпа вырнаçтарма пулать. Вĕсем пирки тĕплĕнрех Вконтакте социаллă сетьре «Союз женщин Чувашии» ушкăнра паллашма май пур.

Е.МИХАЙЛОВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code