Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ача – çемье телейĕ

Районта 75-мĕш пепке кун çути курнă. Ку кăтарту, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 22 нумайрах.

Елчĕкри Викторпа Татьяна Казеевсем виççĕмĕш ачине София ят панă. Аслисем – ывăлсем. Пиччĕшĕсем йăмăкĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ. Телейлĕ мăшăра ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина савăнăçлă лару-тăрура саламланă, ачан пурнăçри пĕрремĕш документне парса чысланă.

Çĕнĕ курав

Кĕçĕн Таяпари ял библиотекинче тĕрĕçĕсен кунне халалласа «Ылтăн алăсен асамлăхĕ» курав уçăлнă.

Кĕнекепе япаласен выставкинче М.Галкина, В.Иванова, Т.Зиновьева, Е.Серебрякова, Н.Михайлова, А.Савинова, А.Козлова вулакансен ĕçĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Светлана Агеева библиотекарь вулакансене тĕрĕ искусствипе çыхăннă кĕнеке-журналсемпе паллаштарнă.

Çулсене юсанă

Курнавăш ял тăрăхĕнчи ялсенчи урамсене якатса чул сарас ĕç хĕрÿ пырать.

Иртнĕ кунсенче Вырăскассинчи Шкул урамĕнче 170 метр, Çуткÿлти Ленин урамĕнче 530 метр çула юсаса пĕтернĕ. Çавăн пекех Турханти Советская, Çĕнĕ Пăвари Набережная урамсенче 430-130-шар метр çула юсанă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code