Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 1-мĕш разрядран — кандидата

1-мĕш разрядран — кандидата

Хаçатăн маларахри номерĕсенче эпир республикăри «Урожай» ирĕклĕ спорт обществи ирттернĕ ăмăртусенче 1-мĕш разряд нормативĕсене тултарнă ентешсем çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Вулакансем кăсăкланса паллашни куçкĕрет — шăнкăравлакансем чылаййăн пулчĕç. Çав вăхăтрах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне парăнтарнисем те хăйсен ячĕсене курас терĕç пулĕ пичетре, çырма ыйтрĕç.

Спорт мастерĕн кандидачĕн (кĕскен — КМС) нормативĕсене СССР спорт классификацине 1964 çулта кĕртнĕ.

1987 çул. Йывăр атлетика енĕпе Александр Викторов (Елчĕк), Борис Клементьев (Патреккел), Василий Иноходов (Аслă Пăла Тимеш) КМС нормативне пурнăçланă. Каярахпа виççĕшĕ те СССР спорт мастерĕсем, Чăваш Ен чысне çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче те хỹтĕленĕ.

1988 çул. Ку çул та йывăр атлетсем палăрнă. Аслă Пăла Тимешĕнчи Исаак Портнов тепĕр икĕ çултанах мастера çĕкленнĕ. Шел, ĕмĕрĕ пит кĕске пулчĕ унăн. Илья Ишмуратов (Елчĕк) та КМС çинче чарăнса тăман — мастер нормине тултарнă. 50 çултан иртнĕ атлет паян та республика тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнса çитĕнỹсем тăвать. Çамрăксемшĕн, курăр, ырă тĕслĕх юнашарах. Штанга йăтассипе Тỹскелĕнчи Юрий Николаевич Петров та КМС.

1990 çул. Халĕ Елчĕкри вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекен Виктор Демьянов йывăр атлетикăра, Хăвăлçырма ялĕнчи Алексей Трофимов кире пуканĕ йăтассипе КМС нормативне «алла илнĕ». Каярахпа — иккĕшĕ те спорт мастерĕсем.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществин директорĕ Петр Скворцов та çак çул штанга йăтассипе кандидат нормативне пурнăçланă. Вăл йывăр атлетика спортне аталантарассинче паян та айккинче юлмасть — турнирсем ирттерме спонсор пулса пулăшать.

1991 çул та йывăр атлетсен ăнăçăвĕпе тухăçлă пулнă: Сергей Кушмановпа (Елчĕк) Олег Клементьев (Патреккел) — кандидатсем. Тăрăшуллă çамрăксем, çулсем иртнĕ май, спорт мастерĕсен йышне кĕме пултарнă.

1993 çул. Вăл çул Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сергей Шелтуков (пĕрремĕш тренерĕ — Валерий Соколов) штанга йăтассипе, Елчĕкри Эдуард Дмитриев ирĕклĕ майпа кĕрешессипе КМС нормативне тултарнă.

1995 çул. Михаил Теньков (Аслă Елчĕк) ирĕклĕ кĕрешỹре, Виктор Демьянов хальхинче пауэрлифтинг енĕпе КМС нормативĕсене парăнтарнă.

1996 çул. КМС йышне Курнавăшри Александр Сусликов çеç кĕнĕ: кире пуканĕ спортĕнче. Сăмах май, унăн шăллĕ — Артем — йывăр атлетикăра спорт мастерĕ. Хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă, юниорсемпе ĕçлекен Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕн пулăшаканĕ.

1997 çул. Алă вăйĕ виçекенсем те хăйсем çинчен пĕлтерме пуçланă. Списокра — Тĕмер ялĕнчи Сергей Солинпа Галина Смирнова. Сергей Петрович асăннă спортăн районти федерацине чылай çул ăнăçлă ертсе пырать.

Кармалти икĕ Андрей — Лапшинпа (каярахпа — спорт мастерĕ) Федоров — ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Елчĕкри Эдуард Никонов йывăр атлетика енĕпе КМС пулса тăнă.

1998 çул. Спорт мастерĕн кандидачĕсен йышĕнче — Лаш Таяпари Юрий Макаров, Елчĕкри Алексей Демьянов (йывăр атлетика), Аслă Шăхалĕнчи Николай Васильев (кире пуканĕ спорчĕ).

1999 çулхи ăмăртусен протоколĕсене тишкерсен те виçĕ спортсмен КМС тултарни паллă. Патреккелĕнчи Константин Иванов пауэрлифтингра тунă çак ỹсĕме, Кармалти Александр Лапшин — ирĕклĕ кĕрешỹре. Каярахпа спорт мастерне çĕкленнĕскер, нумай сумлă ăмăртусенче çĕнтернĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă атлет çĕршыв шайĕнчи «кĕмĕл» регболист та.

Олег Федоров (Çĕнĕ Эйпеç) КМС — кире пуканĕ спорчĕн районти федерацийĕн ертỹçи, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

2000 çул. ХХ ĕмĕрĕн юлашки çулталăкĕ чăннипех пуян пулнă кандидатсен тĕлĕшпе — 13! Кире пуканĕ йăтассипе: Алексей Туманов, Василий Воробьев (Çĕнĕ Эйпеç), Петр Петрушкин (Аслă Елчĕк), Андрей Галкин, Алексей Ловкин (Хăвăлçырма), Александр Алексеев (Кавал); ирĕклĕ майпа кĕрешессипе: Андрей Сергеевич Федоров, Алексейпе Владимир Алексеевсем (Кармал); йывăр атлетикăра — Константин Иванов (Патреккел); хĕллехи полиатлонра — Николай Адюков (Елчĕк); пауэрлифтингра — Василий Вершков (Патреккел); грек-рим кĕрешĕвĕнче — Алексей Горшков (Аслă Елчĕк).

Николай АДЮКОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code