Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. «Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен» ята тата хаклă парне пама йышăннă:
— «Округри чи лайăх инженер» — Геннадий Семенович ВИКЕНТЬЕВ — «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн инженерĕ;
— «Округри чи лайăх агроном» — Дмитрий Алексеевич ТРОФИМОВ — «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăн агрономĕ;
— «Округри чи лайăх механизатор», «Ака чемпионĕ-2026» — Сергей Зинонович ШЕПИНОВ — Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;
— «Округри чи лайăх тракторист» — Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ — «Яманчурино» сахал яваплă общество тракторисчĕ;
— «Округри чи лайăх водитель» — Алексей Валерьевич КОЛСАНОВ — «Прогресс» акционерсен обществин водителĕ;
— «Округри чи лайăх финансист» — Людмила Николаевна ЧЕРНОВА — «Победа» сахал яваплă обществăн тĕп бухгалтерĕ;
— «Округри чи лайăх зоотехник» — Денис Владимирович ПОРТНОВ — «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникĕ;
— «Округри чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» — Алина Николаевна ГАВРИЛОВА — «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕне-пăрăва искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен оператор;
— «Округри чи лайăх фермер» — Сергей Владимирович ЧЕРНОВ — хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи;
— «Округри чи лайăх строитель» — Федор Николаевич ПЕТРУШКИН — «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн тракторисчĕ;
— «Округри чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ» — Алина Владимировна ТИМОФЕЕВА — «Елчĕкри коопторг» ОООн Тăрăмри куллен кирлĕ таварсен лавккин заведующийĕ;
— «Округри чи лайăх медицина ĕçченĕ» — Валентина Петровна ГОЛОВИНА — Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ-фельдшерĕ;
— «Округри чи лайăх культура ĕçченĕ» — Ольга Анатольевна АРХИПОВА — «Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Елчĕкри ачасен искусство шкулĕ» хушма пĕлỹ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕн пĕччен юрлакансене хатĕрлекен класс преподавателĕ;
— «Округри чи лайăх спортсмен» — Павел Григорьевич ЯШИН — армрестлингпа Чăваш Республикин нумай хутчен абсолютлă чемпионĕ, пĕтĕм Раççейри амăртусен призерĕ;
— «Округри чи лайăх энергетик» — Эдуард Аркадьевич ИГНАТЬЕВ — Елчĕк округĕнчи электричество сечĕн диспетчерĕ;
— «Округри чи лайăх педагог» — Кристина Сергеевна АЛЕКСАНДРОВА — Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти математика предметне вĕрентекенĕ;
— «Округри чи лайăх предприниматель» — Сергей Анатольевич КРАСНОВ — уйрăм предприниматель;
— «Округри чи лайăх хушма хуçалăх» — Патреккел ялĕнчи Геннадий Алексеевич ВОРОНЦОВ хушма хуçалăхĕ.

