Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çемьесенчи тăнăçлăхшăн

Çемьесенчи тăнăçлăхшăн

Округри полици пайĕн ĕçченĕсем çемьесенчи лару-тăрăва сăнаса тăрассине яланах тĕп вырăна хураççĕ.

Профилактика ĕçĕсен пĕлтерĕшĕпе тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе вара ноябрĕн пĕр эрнинче «Йăла — çемье» мероприяти йĕркеленĕ. Палăртнă планпа килĕшỹллĕн право хуралĕн ĕçченĕсем профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле ятарлă учетра тăракан çемьесенче тепĕр хутчен пулнă, вĕсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Ытларах йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени тунисене куçран вĕçертмеççĕ.

Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем иртнĕ 11 уйăхра 30 (пĕлтĕр — 33) преступлени тунине тупса палăртнă. Пĕтĕмпе профилактика учетĕнче 60 (75) çын тăрать пулсан, вĕсенчен 28-шĕ — çемьепе йăлари йĕркесĕрлĕхшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code