Тухтăрпа пациент пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени тĕрĕс диагноз лартма пулăшать. Ку ĕçре диспансеризаци пысăк витĕм кỹрет. Вăхăтра тĕрĕслев тухни чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма, пациентăн сывлăхне сăнаса тăма, тухăçлă сиплев ирттерме май парать.
Диспансеризацие çулсерен тухмалла. Ун валли ОМС полисĕпе паспорт, вырăнти поликлиника çумне çирĕплетни кирлĕ. Направление участокри терапевтран илме, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е регистратура урлă çырăнма, тỹрех медицина профилактикин кабинетне пыма юрать. Диспансеризацие поликлиникăра, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, амбулаторире, фельдшерпа акушер пунктĕнче, мобильлĕ комплексра, ĕç е вĕренỹ вырăнĕнче те тухаççĕ.
Диспансеризаци тухма ятарласа хатĕрленмелле мар, анчах та анализсене пĕр кунра парас тесен апат çимесĕр килсен аван. Икĕ-виçĕ кунран анализсем паллă пулаççĕ. Палăртмалла, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çултан медицина тĕрĕслевне ĕç вырăнĕнче тухма май туса панă. Диспансеризаци тухма пĕр кун уйăраççĕ, анчах тĕрĕсленине ĕнентерекен справка памалла. Пенсире е пенси çулне çывхаракансен икĕ кун илме ирĕк пур. Диспансеризаци икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕнче кулленхи анализсене пама тивет. Яланхи йĕркепе онкоскрининг тумалла. Невролог, эндокринолог, хирург, окулист, отоларинголог, дерматолог, онколог патĕнче консультаци илмелле, диагностика тĕпчевне иртмелле. Тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн сывлăх ушкăнне палăртаççĕ. Енчен те улшăнусем пулсан иккĕмĕш тапхăра яраççĕ. Пациента диспансер учетне илеççĕ, сăнав программине йĕркелеççĕ, сиплевпе реабилитаци ирттереççĕ.

