Юлашки пилĕк çулта наци проекчĕсене пурнăçласа пынă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Пулăшу çынсемшĕн меллĕрех пулса пырать.
Юлашки 5 çул хушшинче сывлăх сыхлавне аталантарма 145 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн 70 процентне çынсене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшỹллĕн тăкакланă. Иртнĕ пилĕк çулпа танлаштарсан республика бюджетĕнчен сывлăх сыхлавĕн отраслĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ сумми икĕ хут ỹснĕ.
Иртнĕ çул çак тĕрĕслеве 900 пин ытла çын хутшăннă. Ку вăл республикăра пурăнакансен 80 процентне яхăн. Танлаштарма, 2020 çулта диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевне пурĕ 500 пин ытла çын хутшăннă. Иртнĕ пилĕк çулта пирĕн республикăра сывлăх сыхлавĕн отраслĕн малтанхи сыпăкне çĕнетмелли программăпа килĕшỹллĕн 207 объект çĕнетнĕ. Çавăн пекех юсанисен тата çĕннисене хута янисен шучĕ пурĕ 84-па танлашнă. Медицина учрежденийĕсен кивĕ çурчĕсем чаксах пыраççĕ. Паллах, çĕнĕ çуртсен шутĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем сахал мар. Мĕншĕн тесен ялта медицина пулăшăвне меллĕрех тăвассинче фельдшерпа акушер пункчĕсен витĕмĕ пысăк. Вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха, Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Çавăн чухне вăл фельдшерпа акушер пункчĕсен ырă витĕмне палăртрĕ. Çĕрпỹсемпе калаçнă хыççăн вара округра тата тепĕр икĕ çĕнĕ ФАП тума хушу пачĕ. Çулталăк вĕçлениччен Çĕньял тата Михалкка ялĕсенче пурăнакансем çĕнĕ хăтлă сиплев çуртне çỹреме тытăнчĕç. Çĕнĕ ФАПсем çулленех çĕкленеççĕ. Унпа пĕрлех кашни çулах республикăри тĕрлĕ ялта пурăнакан 100 пин ытла çын патне медицина тĕрĕслевне ирттерме куçса çỹрекен медицина комплексĕсем — фельдшерпа акушер пункчĕсем — çула тухаççĕ. 2020-2024 çулсенче республикăри яллă вырăнти больницăсене инçе вырнаçнă ялсене тухса халăха пулăшу пама пурĕ 134 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Вĕсем çулсеренех вăтамран пурĕ 30 пин ытла хутчен çула тухнă. Çул-йĕр çинче инкеке лекнисене тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранисене пулăшма округсен хушшинчи центрсем валли вертолет площадкисем йĕркеленĕ. Санитари авиацийĕ пурри ку таранччен йывăр суранланнă тата хăвăрт пулăшу кирлĕ пурĕ 400-е яхăн çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре санитари авиацийĕ 2020 çулта ĕçлеме тытăннă.

