Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Елчĕксем – виççĕмĕш вырăнта

Елчĕксем – виççĕмĕш вырăнта

Иртнĕ шăматкун Шупашкар хулинче «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанийĕпе республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Телерадиодесант: сывлăх хумĕ çинче» пĕрлехи проекчĕн финалĕ иртнĕ.

Унта кăнтăр зонăра çĕнтернĕ районти тĕп больницăн команди те хутшăннă.

Спорт уявне уçнă май пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов саламланă. Вăл финала çитнĕ командăсене курма хавас пулнине, медиксем те, телевидени ĕçченĕсем те сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине, спортпа туслине чăннипех те çирĕплетнине палăртнă. Зонăсенче çĕнтернĕ Елчĕк, Элĕк, Улатăр, Канаш больницисемсĕр пуçне телерадиокомпани те /конкурса хутшăнмасăр/ хăйĕн командине тăратнă.

Районсенче иртнĕ «Телерадиодесант» тапхăрĕсене Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацине /ертÿçи О.Вербина/ çÿрекен ачасем хутшăнни те уява илем кÿнĕ. Çамрăк спортсменсем массăллă зарядкăсем тутарнă.

Командăсем тĕрлĕ енлĕ тупăшусем витĕр тухнă. Пĕрремĕш вырăна Канашри медицина ĕçченĕсем тивĕçнĕ.

А.ЯСТРЕБОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code