Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Орденпа медаль — теçеткене яхăн»

«Орденпа медаль — теçеткене яхăн»

И.Я.ЯКОВЛЕВ çав тери сăпайлă çын пулнă, хăйĕн наградисемпе те мухтанма юратман. Унăн чăн малтанхи воспитанникĕсенчен пĕри, Вырăс Чукал ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Иванович Исаев учитель хăйĕн аса илĕвĕнче: «Иван Яковлевичăн орденпа медаль — теçеткене яхăн!» — тесе çырнă.

III степень Таса Станислав орденĕпе Иван Яковлевича — 1878 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче, II степень Таса Станислав орденĕпе — 1887 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче, III степень Таса Анна орденĕпе — 1889 çулхи майăн 15-мĕшĕнче, IV степень Владимир княç орденĕпе 1900 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче чысланă.

Орденсемсĕр пуçне, Яковлевăн 4 медаль те пур. Çапла вара, Исаев çырни чăнлăхпа тỹрĕ килет.

Иван Яковлевича патша Указĕпе 1904 çулта «Действительный статский советник» ят панă. Çак чин Раççей патшалăхĕнче ăруран ăрăва куçакан дворянин ятне илме пулăшнă. «Действительный статский советник» чин çарта генерал-майор званийĕпе танлашнă. Раççейре çак ята илнисем пурĕ те 240 çын çеç шутланнă.

Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Яковлевич Раççей правительствин министрĕсем патне йышăнăва пĕр чăрмавсăрах кĕме пултарнă, ун пирки: «Яковлев дворянин тата генерал-майор килнĕ», — тесе пĕлтернĕ.

И.Я.Яковлев тăхăмĕсем те питĕ пултаруллă çынсем пулнă. Унăн аслă ывăлĕ Алексей Иванович Яковлев — профессор, СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ, вăталăххи — Николай Иванович Яковлев — инженер тата музыковед, мăнукĕ — Иван Алексеевич Яковлев — физикăпа математика наукисен докторĕ, хĕр мăнукĕсем: Ольга Алексеевна Яковлева — истори наукисен кандидачĕ, Екатерина Алексеевна Некрасова — искусствоведени докторĕ, Анна Алексеевна Некрасова Патшалăхăн театр искусствин институчĕн профессорĕ пулнă. Мăнукĕсен ачисем те ятлă-сумлă çынсем: Алла Борисовна Покровская — Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, Александр Борисович Покровский — Мускав консерваторийĕн концертмейстерĕ, Владимир Вселодович Павлов — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Екатерина Всеволодовна Павлова — искусствоведени кандидачĕ, Франсуаза Варе медицина профессорĕ (Франци).

1884 çулта Иван Яковлевич Яковлев çемйинче виççĕмĕш ывăл çуралнă. Ăна Александр ят панă. Шел те, вăл йывăр чирлесе 1888 çулхи февралĕн16-мĕшĕнче вилет. А. Яковлева Чĕмпĕр хулин Покров масарне пытарнă.

Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевна та вăхăт çитсен çак масарта ĕмĕрлĕх канăç тупасшăн пулнă, кун пирки ачисене те каланă. Анчах та шăпа урăхла килсе тухнă — Мускаври Ваганьковски масара пытарнă. Иван Яковлевичăн вил тăпри çине хĕрлĕ тĕслĕ мрамортан тунă пысăк хĕрес лартнă. Кунта пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пин-пин çын килет, Раççейĕн Хĕвел тухăç енчи халăхĕсене çутта кăларнă Аслă çынна сума суса чĕрĕ чечексем хурса хăвараççĕ. Унăн Халалĕнчи: «Раççее ĕненĕр, юратăр», — тенĕ сăмахсен интернационалла пĕлтерĕшĕ паян та пысăк.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code