Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тăван ен çинчен юрлать

Тăван ен çинчен юрлать

Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекен Елизавета Молодова юрă-кĕвĕ илемне ачаран кăмăллать.

Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ смотр-конкурссенче палăрнă хĕр ача халĕ те пĕччен юрлассипе тĕрлĕ шайри ăсталăх тупăшăвне хутшăнать. Пĕтĕм Раççейри «Воспевая край родной» фестиваль-конкурсра Лиза 14-15 çулсенчи ачасем хушшинче «Эстрада юрри» номинацире тупăшнă. «Чăваш Ен» юрăпа вăл III степень лауреат дипломне тивĕçнĕ.

Калас пулать, Л.Молодова шкулти ташă ушкăнне те çỹрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code