Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ салтаксем

Тивĕçлĕ салтаксем

Çурхи призыв кампанийĕ малаллах тăсăлать.

Çак кунсенче Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакан 6 ача çара кайма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Вĕсен йышĕнче: Андрей Мамуткин, Артем Фомин, Никита Гладков, пĕр тăвансем — Владимирпа Максим Астрахановсем (Курнавăш), Владимир Федоров (Çуткỹл). Çывăх вăхăтра Павел Семенов (Çĕнĕ Пăва), Павел Васильев (Кĕçĕн Шăхаль), Николай Иванов (Вырăскасси) çар ретне тăрĕç.

Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа тăван яла таврăннă йĕкĕтсене те палăртса хăварар. Курнавăшри Артем Кудряшова, Çĕнĕ Пăвари Александр Курчина, Турханти Андрей Мазюкина çемйисемпе тăванĕсем чыслăн кĕтсе илчĕç.

Пĕр тăван Евгенипе Николай Абрамовсем (Çĕнĕ Пăва), Дмитрий Павлов (Кĕçĕн Шăхаль), Денис Васильев (Аслă Шăхаль) хĕсметрен çывăх кунсенче таврăнасса кĕтетпĕр.

Юрий ЕФРЕМОВ.
Çĕнĕ Пăва.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code