Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ çул-йĕр халăх ырлăхĕшĕн

Тивĕçлĕ çул-йĕр халăх ырлăхĕшĕн

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Тĕп темăсенчен пĕри юсавпа строительство ĕçĕсене контрактацилесси тата вĕсене мĕнле пурнăçланине тишкересси пулчĕ. Кăçал «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автомобиль çулне тĕпрен юсас ĕçсем малалла тăсăлĕç. Çак шута Елчĕкри Северная урамри çутăсене вырнаçтарас тата тротуара йĕркелес ĕç те кĕрет (9,8 миллион тенкĕлĕх). 2026 çулта çавăн пекех Аслă Елчĕк ялĕнче автомобиль çулĕ тăвассипе малалла ĕçлеççĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ 3,760 çухрăм тăршшĕ «Комсомольское — Яльчики — Буинск» автомобиль çулĕ тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 6 çул çинче (пĕтĕмпе 9 çухрăм) юсав ĕçĕсем пурнăçланĕç. Картиш территорийĕсем те тимлĕхре пулĕç — Кооператив урамĕнчи лаптăка юсама палăртнă. «Федерацин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Совет урамĕнчи аллейăна тирпей-илем кĕртесси (3,1 миллион тенкĕлĕх) малалла тăсăлать.

Çавăн пекех кăçал «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн 51 проекта 109,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă. Чылай объектра ĕçлеме пуçăннă ĕнтĕ: 28 контракт тунă, тепĕр 11-ĕшĕ ĕçре. Канашлура шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç, ял хуçалăх тата хресчен (фермер) предприятийĕсем ака ĕçне мĕнле хатĕрленнине тишкерчĕç.

Хуçалăх тата предприяти-организацисен çумĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртес, Аслă Çĕнтерỹ тата çывăх вăхăтри ытти уявсене хатĕрленес ыйтусем те тимлĕхре пулчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code