Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш шкулĕн ертỹçи

Чăваш шкулĕн ертỹçи

«Эсир чăвашран тухнă пулсассăн, чăваш нушине пĕлетĕр пулсассăн, эсир пысăк çын пулсассăн хăвăр халăхăра ан пăрахăр!»

И.Я.ЯКОВЛЕВ.

Пирĕн çĕршывра кашни халăх вулама-çырма вĕренет. Ăс-хакăла, тавра курăма анлăрах аталантарас тесен тĕрлĕ хаçат-журнал тухса тăрать. Вулавăшсенче çыравçăсен çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавĕсемпе паллашма май пур.

Эпир халĕ усă куракан çырулăх пуçланнăранпа пĕр ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Ăна туса хураканĕ — И.Я.Яковлев. Вăл чăваш культурин аслашшĕ шутланать. Шăпах 2023 çулта тăван халăхăмăр хăйĕн чаплă педагогĕ, нацин ăс-хакăл ертỹçи, чăваш шкулĕн пуçлăхĕ, унăн никĕсне хываканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă тăвать. Унăн ятне чăвашра кăна мар, Раççейре те, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Яковлевăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ.

Тăван чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тата унăн ăс-хакăл культурине çĕклесе ярассишĕн ырми-канми тăрăшнă вĕрентекенĕмĕрĕн ячĕ пирĕншĕн яланах çывăх та хаклă. Вăл кашни чăвашшăн — нихçан сỹнми çутă хĕвел, иксĕлми çăл куç. Пайтах шывсем юхнă пулсан та, унăн ячĕ нихăçан та пирĕн асран тухмĕ. Ăста педагогăн тăван çырулăхпа çут ĕçĕнчи тата культурăри çутă сăнарĕ халĕ те чăн-чăн Улăп пек курăнса тăрать.

Питĕ йывăр, çав вăхăтрах калама çук илемлĕ пурăнса ирттернĕ хăй пурнăçне Кăнна Кушки ачи. Пулас педагог çуралсан виççĕмĕш куннех сĕм тăлăха тăрса юлнă. Тăлăх ỹснĕскер, вăл мĕн ачаран хура ĕçре тар тăкса, çăкăр хакне, пурнăç перекетне пĕлсе çитĕннĕ. Ача чухнех хăйĕн тимлĕхĕпе, çивĕч ăсĕпе, пысăк пултарулăхĕпе палăрнă. Хăйне усрава илнĕ ырă çынсем пулăшнипе малтан удел шкулĕнче, унтан Чĕмпĕр хулинче çĕр виçекенсене хатĕрлекен шкулта ăс пухнă, кайран çĕр виçевçинче ĕçленĕ. Шăпах çак ĕçпе тимленĕ май Иван Яковлев ял çыннисен хĕн-хурлă кун-çулне, вĕсен йăли-йĕркипе культурине тимлĕ сăнанă. Чăвашсен тĕттĕмлĕхĕпе йывăр пурнăçĕ çинчен нумай чунне ыраттарса шутланă. Шăпах çавăнпа, хăйĕн пурнăçĕ тỹсме çук йывăр пулнипе, вăл вĕренме ăнтăлнă. Чĕмпĕрти гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухсан вăл Хусан университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ чухне те Чĕмпĕрти шкулпа тачă çыхăнура тăрать. Чăваш шкулне учебниксемпе вĕренỹре кирлĕ хатĕрсем ярса тăрать, укçа ярса парать.

1871-1872 çулсенче И.Я.Яковлев тăван халăха тĕттĕмлĕхрен кăларассишĕн хыпса çунаканскер, хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле чăвашсен çĕнĕ алфавитне туса хатĕрленĕ, букварь çапса кăларнă. Университета вĕренсе пĕтерсен ăна Хусан вĕренỹ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне лартаççĕ. Çав вăхăтран тытăнса вăл пĕтĕм пултарулăхĕпе вăй-халне чăваш халăхне çутта кăларассишĕн парать. Вырăссен паллă педагогĕсем пулăшнипе Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăваш тата ытти нацисем валли учительсем вĕрентсе кăларма пуçлать, ялсенче шкулсем уçать.

Пурнăç тăршшĕпе çапла паттăрла ĕçсем тунă. Çамрăк чухне вăл çапла çырнă: «Юрататăп эпĕ чăвашсене, вĕсене ырă тунисĕр пуçне мана урăх нимĕн те кирлĕ мар». Çапла вара, И.Я.Яковлев çак юратăва мĕн виличченех упранă.

Анна ПОРТНОВА.
Кушкăри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code