Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыхăнăва çирĕплетсе

Çыхăнăва çирĕплетсе

Елчĕкри тĕп шкулта Курнавăшри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вĕренекенсемпе туслă тĕл пулу иртнĕ.

Хăнасем чи малтанах шкулти тăван тавралăх музейĕпе паллашнă. Унтан ачасем шахматла выляса ăмăртнă. Ăс-тăн вăййинче А.Нягин /Елчĕк/, С.Назаров /Курнавăш/, О.Дуткина /Çирĕклĕ Шăхаль/ пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. И.Лакачов /Курнавăш/, С.Муллин /Çирĕклĕ Шăхаль/, Д.Куприянова /Елчĕк/ иккĕмĕш, С.Баймушкин, Р.Фомкин /Елчĕк/, С.Трофимова /Çирĕклĕ Шăхаль/ виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Командăсенчен Елчĕкри вăтам шкул мала тухнă. Вĕренекенсен ертÿçисем çакăн пек тĕл пулусем час-часах ирттермеллине, шахмат вăййине шкул ачисем хушшинче анлăн сармаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code