Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Общество канашĕн ларăвĕ

Общество канашĕн ларăвĕ

Районти тĕп больница çумĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ общество канашĕн ларăвĕ пулса иртнĕ.

Ларура больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова районти халăха медицина пулăшăвĕ парас ĕçпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра халăха диспансеризацилесси, çав шутра ачасене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларасси те, анлăн сарăлнă. Чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртас тĕллевпе амбулатори те вырăна тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Профилактика ĕçне вăйлатса «Сывлăх шкулĕсем» уçнă, тăтăшах уçă алăксен кунĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Наци календарĕпе килĕшÿллĕн профилактика прививкисене вăхăтлă тăваççĕ. Пирус туртакансен йышне чакарас, ачасем хушшинче сиенлĕ йăлапа туслисен йышне тупса палăртас тĕллевпе анкетировани ирттереççĕ. Поликлиникăра васкавлă медицина пулăшăвĕн кабинечĕ уçăлнă. Амăшĕпе ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсене ĕçе кĕртнĕ. Врач патне интернетпа çырăнас текенсем йышлансах пыраççĕ. Инçетре пурăнакансене вăхăтлă пулăшу парас тĕллевпе кашни эрнерех врачсем ялсене тухса çÿрессине йĕркеленĕ.

Тĕп тухтăрăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Уфукова иртнĕ çул çынсем ытларах мĕнле чир-чĕре пула вилнин сăлтавĕсем çинче чарăнса тăнă.

Ытти тухса калаçакансем те районти халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли мелсене палăртнă.

Ларăва обществăлла канаш председателĕ Роза Молодова пĕтĕмлетнĕ, медицина ĕçченĕсене район çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code