Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

Çамрăк педагог – лауреат

«Чăваш Енри çулталăк вĕрентекенĕ – 2019» конкурс хыçа юлнă.

Районсенче мала тухнă педагогсем хăйсен професси ăсталăхне республика шайĕнче кăтартнă. Тĕрлĕ тупăшусем тăрăх чи нумай балл пухнă çичĕ учитель уçă дискуссие хутшăннă. Ун хыççăн пиллĕкĕшĕ конкурс лауреачĕсем пулса тăнă. Вĕсен йышĕнче – Елчĕкри вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен çамрăк учитель Екатерина Сергеева та.

Республикăри чи лайăх вĕрентекене апрелĕн 19-мĕшĕнче Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче иртекен республикăри мероприятире палăртаççĕ.

 

Олимпиада призерĕ

Çак кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературин халăхсем хушшинчи олимпиади иртнĕ.

Унта Курнавăш шкулĕнчи 10 класра вĕренекен Мария Ефимовăпа Лена Васильева та хутшăннă. Мария олимпиада призерĕ пулса тăнă, сертификата тата парнене тивĕçнĕ.

 

Елчĕкре – донор кунĕ

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри поликлиникăра донор кунĕ иртет.

Сăваплă ĕçе хутшăнакансене паспортпа йышăнаççĕ. Юн парас тесен сывă та урă пулмалла. Калăпăр, туберкулезпа, А, В, С гепатитпа, сифилиспа чирленисенчен юн илмеççĕ.

Статистика палăртнă тăрăх, кашни виççĕмĕш çынна хăйĕн пурнăçĕнче юн яма тивет. Çавăнпа та сăваплă ĕçе активлă хутшăнар. Эсир тепĕр çыннăн пурнăçне çăлма пултарнине асра тытăр.

 

Раççей шайĕнче

Шупашкарти ÿнер училищинчи /техникум/ уçă алăксен кунне Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăх туптакан ачасем те хутшăннă.

Елизавета Мурзакаева мастер-классенче тăм савăтсем, шăхличĕ тума хăнăхнă, тĕрлĕ енлĕ ÿкерÿ ăсталăхне вĕреннĕ.

Кунтах Шупашкарти ÿнер училищине йĕркеленĕ Ф.С.Быкова халалланă «Живая нить традиций» Пĕтĕм Раççейри вуннăмĕш конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăланă.

Конкурса 590 çамрăк ÿнерçĕ хутшăннă. «Живопись» номинацире Елизавета III степень лауреат дипломне тивĕçнĕ. Вăл конкурсра «Улахра» ĕç тăратнă.

 

Демографи

Районта пĕрремĕш кварталта 13 ача, 4 арçын ачапа 9 хĕр ача, çуралнине регистрациленĕ.

Елчĕк енре кăçал Есения, Стефания, Ева, Дарина, Милана, Матвей, Николай, Кирилл, Михаил ятлисем йышлăланнă.

Виçĕ уйăхра 75 çын вилнĕ. Çакă савăнтарать, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 15 çын сахалтарах çут тĕнчерен уйрăлнă. Вилекенсен йышĕнче ытларах арçынсем.

Çак тапхăрта районта 7 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Кăçал авланакансемпе качча каякансен йышĕ самай пĕчĕк. Уйрăлакансем вара пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 9 тĕслĕх нумайрах, 13 мăшăр çемьене сыхласа хăварайман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code