Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почтальонсем пысăк пулăшу кÿнĕ

Почтальонсем пысăк пулăшу кÿнĕ

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен аналог телевиденине сÿнтерсе цифрăлли çине куçрĕ. Куçăм тапхăрне хатĕрленес ĕçре халăха почта çыхăну ĕçченĕсем пысăк пулăшу пачĕç.

Цифра телевиденине курма май паракан оборудованин тулли комплекчĕпе антеннăна пурĕ почта çыхăнăвĕн 322 уйрăмĕнче туянма май туса панă. Ку ĕçре почтальонсем те пысăк хастарлăх кăтартнă – заказ панă кашни хуçалăха асăннă хатĕрсене илсе пырса панă, вĕсене вырнаçтарма та пулăшнă.

2018 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Енре пурăнакансем 1200 единица оборудовани туяннă /80 проценчĕ – аналога сÿнтерес умĕнхи уйăхра/. Елчĕк районĕнче туяннă оборудованисен шучĕ 98 единицăпа танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code