Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Талантлă ачасем

Талантлă ачасем

Округри шкулсенче вĕренекенсем тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче палăрни пирĕншĕн хăнăхнă пулăм. Çапах та хăшĕ-пĕрин çĕкленĕвĕ мăнаçланмалăх та.

Раççейри экологи обществипе «Çут çанталăк чĕрĕлĕвĕ» ыр кăмăллăх фончĕн пуçарăвĕпе пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи март уйăхĕччен ачасен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи конкурсне йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем пурте «Пирĕн планетăн пулас симĕслĕх сăнарĕ» ятпа эссе çырнă.
Пĕлтерме васкар: вунă çĕнтерÿçĕ йышне пирĕн ентешсем те кĕнĕ. Елчĕкри вăтам шкулта 6 класра вĕренекен Мария Муратова – 4-мĕш.

«…Кашниех, пĕчĕк ачаран пуçласах, куллен ырă ĕç тумалла, – палăртнă вăл хайлавĕнче. – Пластик пакет вырăнне пир сумкăпа усă курмалла, çÿп-çапа уйăрмалла, шывпа, электроэнергипе перекетлĕ усă курмалла…»

Лаш Таяпа шкулĕнчи Егор Мустаев ?9 класс/ 9-мĕш вырăн йышăнни те питĕ сумлă. Вĕсене Дипломсемпе тата 50 пиншер тенкĕ укçан парса хавхалантарĕç.

«Талантлă ача пур енĕпе те талантлă», – теççĕ. М.Муратова, Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче ÿнер класĕнче вĕреннĕ май, Пĕтĕм Раççейри конкурссенче те пĕр хутчен мар хăйĕн ятне пĕлтернĕ. Вăл ытларах, ăнлантăр пулĕ, çут çанталăка сăнлама кăмăллать.

Егор вара – çăмăл атлет. Иртнĕ çул округри чылай ăмăртура çĕнтернĕ вăл, çав шутра «Елчĕк ен» хаçат парнисемшĕн йĕркеленĕ кросра та.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code