Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Нихçанхинчен нумаййăн

Нихçанхинчен нумаййăн

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем — çĕршыв пуласлăхĕ. Ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2023 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва алă пуснă. Кăçал ăна курăмлă кăтартусем тунă республикăри 14-35 çулсенчи 1000 яшпа хĕр тивĕçнĕ. 2500 тенкĕпе танлашакан стипендие тĕрлĕ тытăмра палăрнă çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен илсе тăрĕç.

Савăнсах хыпарлатăп, Чăваш Енри пултаруллă çамрăксен йышĕнче пирĕн округри харсăр ĕçченсемпе маттур вĕренекенсем те пур. Йышĕ те пĕчĕк мар — 28-ăн. 21 çул хушшинче нихăш çул та çакăн чухлĕ стипендиат пулман. Республика ертỹлĕхĕ пултаруллисене хавхалантарма пуçланăранпа районти 231 çамрăк çак стипендие тивĕçнĕ.

Чи малтанах районта тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çамрăксем çинчен пĕлтерес килет. Культура тытăмĕнчи Анна Медведева (районти тĕп библиотекăри пай заведующийĕ), Наталия Муллина культорганизатор (Кĕçĕн Таяпа) тата Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ Елена Чапуркина. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ Диана Турхан ятарлă стипендие виççĕмĕш хут тивĕçет. Çак стипендиатсен йышне хам та иккĕмĕш хут кĕнĕшĕн питĕ савăнатăп.

Стипендиатсен ытларахăшĕ хушшинче районти шкулсен вĕренекенĕсем. Вĕсем — 22: Елчĕкри Адюкова Мария, Айметова Ангелина, Архипова Анастасия, Воронова Мария, Долгова Дарья, Иванова Юлиана, Ильина Лилия (иккĕмĕш хут), Карамаликов Богдан, Кузнецов Дмитрий, Кузьмин Виталий, Мисякова Валерия, Можаев Дмитрий, Окружнова Светлана (иккĕмĕш хут). Çĕнĕ Пăвари Иванова Марияпа Пупин Иван, Курнавăшри Ефимов Александр (иккĕмĕш хут), Романова Александра, Патреккелти Миллин Виктор, Аслă Елчĕкри Филимонов Дмитрий, Лаш Таяпари Романова Виктория, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Чернова Татьяна (иккĕмĕш хут), Елчĕкри искусство шкулĕнчи Елизавета Мурзакаева (иккĕмĕш хут).

Малашне те ĕçре, вĕренỹре, спортра пысăк ỹсĕмсем тума сунатпăр сире, талантлă та хастар Елчĕк çамрăкĕсем. Хăвăрăн пултарулăха, ăсталăха, пĕлĕве кăтартма вара паян тĕрлĕ шайри конкурссем нумай.

М.ВАСТУЛОВА,
округри вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code