Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йышра вăй пулма кирлĕ

Йышра вăй пулма кирлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç.

Малтанах Леонард Левый округра иртнĕ эрнере пулнă тĕрлĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе хакларĕ. Тĕрлĕ сферăра хастарлăхпа палăракансене çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендипе (паянхи номерте вулăр) чыслаççĕ. Пирĕн округран та ăна тивĕçнисем чылаййăн. Çапах та 28 çамрăк хушшинче ял хуçалăхĕнчен, ытти производство тытăмĕнчен пĕр хĕрпе каччă та çук. 35 çул тултарман, чыслава тивĕçлĕ яш-кĕрĕм вĕсенче те пурах. Хастарсене тупса палăртас, документсем хатĕрлеме пулăшас тĕлĕшпе яваплă ертỹçĕсене хушу та пулчĕ пуçлăхран.

Канмалли кунсенче Патреккел ялĕнче Н.Ф.Рыбкина, Аслă Елчĕкре физкультура учителĕнче ĕçленĕ В.З.Афанасьева асăнса хоккей, «Улăп» ФОКра В.Г.Албутов ячĕпе волейбол турнирĕсем иртнĕ. Леонард Васильевич виççĕшĕнче те пулнă та, çавна май ăмăртусене йĕркелỹ тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра хатĕрленине палăртрĕ. Çав вăхăтрах хоккей вăййисене 3 команда — Аслă Елчĕксем, Лаш Таяпасем, Патреккелсем çеç хутшăннă. Çитĕннисен йышĕнче те, шкул ачисен хушшинче те. Икĕ ăмăртăвĕнче те пĕтĕмлетỹ протоколĕнче асăннă йĕркепех çырăннă. Иртнĕ çулсенче икĕ ушкăнĕнче те 4-6 команда таран хутшăнатчĕç. Шкулсем пирки каласан, Çĕнĕ Пăвасем, Кушкăсем, Çирĕклĕ Шăхальсем ăçта? Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ уйрăмах Елчĕкри вăтам шкул çине пусăм турĕ:

— Районти шкулсенче пурĕ 1492 ача вĕренет, вĕсенчен 703-шĕ — унта. Тăватă физкультура учителĕ ĕçлет, анчах хоккей команди тăратайман. Елчĕк шкулĕн никĕсĕ çинче, ФОКри шутланмасть, район шайĕнчи ăмăрту та тахçанах йĕркелемен. Йыш пысăк, эппин вăй пулмаллах.

Çỹлерех асăннă виçĕ шкул коллективĕ çулсерен тĕрлĕ шайри хоккей турнирĕсене кăна 4-5 хутчен ирттереççĕ. Спортсменсене вĕри апатпа, кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе, призсемпе тивĕçтереççĕ. Хăй тĕллĕн тата çăмăлпа пулмасть çакă…

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина иртнĕ çулхи демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мĕн пур гражданла актсене (мăшăрланнине, ача çуралнине, ята улăштарнине, ача усрава илнине т.ыт.те) кирек хăш ЗАГС органĕнче те регистрацилеме юрать. Çак çăмăллатнă йĕркепех архив справкисемпе тепĕр хутчен свидетельствăсене илме, актсене улшăнусемпе тỹрлетỹсем кĕртме, çырса хунисене çĕнетме тата пăрахăçлама пулать. Ку çĕнĕлĕх округри демографи ĕç-хĕлĕ çине витĕм кỹнĕ пулĕ. Пĕлтĕр ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 469 тĕрлĕ акт çырнă, ку вăл 2021 çулхипе танлаштарсан 104 сахалрах.

Малаллахи цифрăсенче çакнашкал ỹкерчĕк: 2022 çулта 54 (76) ача çуралнă, 3 (9) ача тулли мар çемьере кун çути курнă, 308 (422) çын вилнĕ, 44 (31) мăшăр пурнăç çулĕпе пĕрле утма кăмăл тунă, 30 (36) мăшăр тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă. Шел те, юлашки кăтарту пĕтĕм территори пайĕпе те çыхăннă.

Çавăн пекех ЗАГС пайĕ 2022 çулта пурĕ 1577 юридика пĕлтерĕшлĕ ĕç йĕркеленĕ. Унсăр пуçне граждан тăрăмĕн тĕрлĕ актне йăнăшсене тỹрлетме ыйтса çырнă 48 (52) заявление пăхса тухса тивĕçтернĕ. Çухатнăран е юрăхсăра тухнăран пĕтĕмпе 144 (136) свидетельство, 465 (615) справка панă. Пĕрлехи портал урлă 28 (16) тĕрлĕ заявлени килнĕ…

Кăшарни çывхарса килнĕ май хальхи канашлура та унпа çыхăннă ыйтусем çиеле тухрĕç. Муниципалитет округĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова территори пайĕсенчи (Тăрăмпа Кĕçĕн Таяпасăр пуçне) сăвапланă çăлкуçсем пирки паллаштарчĕ. Вĕсенче шыва кĕмелли вăхăтсене те палăртнă. Паллах, кашни вырăнтах тивĕçлĕ условисем йĕркелени, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнни, медицина ĕçченĕсен дежурствине çирĕплетни тĕп вырăнта пулмалла.

Канашлура автоçулсене йĕркене кĕртес, ялсенче граждансен тата производство кооперативĕсенче пухусем ирттерес ыйтусене те хускатрĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code