Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç саккунĕнчен иртеймĕн

Пурнăç саккунĕнчен иртеймĕн

Василий Павлович Павлов 1916 çулта Кÿлпуç ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă чарăнсан тăван яла таврăннă. Колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ял хĕрĕпе, Елена Александровнăпа, çемье çавăрнă, 5 хĕрпе 1 ывăл çуратса кун çути парнеленĕ.

Ÿссе çитĕнсен хĕрĕсем хамăр районти тĕрлĕ ялсен йĕкĕчĕсене качча тухса çемье çавăрнă: Галинăпа Зоя — Кÿлпуçĕнчех, Ираида — Кармалта, Альбина — Елчĕкре. Пĕртен-пĕр ывăлĕ Георгий Çĕрпÿ хулинче тĕпленнĕ. Зоя хĕрĕ Хăвăлçырмари Анатолий Чугуновпа пĕр сукмака такăрлатать. Çапла вара тин çеç кĕрлесе тăракан пысăк çемьеллĕ çурт пушанса юлнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Тăлăха тăрса юлнă пушă çурт теме ĕмĕтленсе малалла тĕмсĕлсе тăраканскер, çултан-çул кивелсе, ватăлса пырать. Тăванĕсем вара пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайласа пурăнаççĕ, час-часах аслă аппăшĕ Зоя патне пуçтарăнаççĕ.

Зойăпа Анатолий 6 пĕртăвана пурнăç пилленĕ: Полина, Марина, Александр, Юрий, Андрей, Аркадий. Кĕçĕнни тăватă çултах йывăр чирлесе вилнĕ. Анатолий тракториста вĕренсе тухсан чылай çул ун çинчен анман. Тăршуллăскере хуçалăх кăнтăра канма та янă, кĕпе çăвакан машина та парнеленĕ. Çĕр ĕçне юратакан механизатор «Хисеплĕ колхозник» ята та тивĕçнĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен тракторист çамрăксене техникăна юратма вĕрентнĕ. Миçе яш-кĕрĕм тав туман-ши ăна вăхăтĕнче! Ака-суха ĕçĕнче ăна çитекенни те пулман. «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ вăл.

Мăшăрĕ те колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Хастарскере пĕрре мар колхоз правленийĕн членне суйланă. Зоя «Искра» тата «Мир» колхозсенчи уй-хир бригадине 12 çул ертсе пынă. Ферма заведующийĕнче 3 çул ĕçленĕ. Хăмла бригадинче те вăй хунă хĕрарăм. Унăн хастар ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем туллиех. «Ĕçри хастарлăхшăн» медале те илме тивĕçнĕ вăл.

Зоя Васильевна общество ĕçĕнчен те пăрăнса юлман. Районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене те хутшăннă. Вăл «Колхоз ялавĕ» хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура 500 метрлă дистанцире чупса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ грамотăна та типтерлĕ упрать.

Пурнăç кустăрми яланах пĕр майлă кусса пымасть çав. Çут тĕнчене килнĕ 76 çулхи хĕрарăмпа унăн упăшкин Анатолийăн савăнмалли самантсемпе кулянмаллисем те кĕтмен çĕртен сиксе тухнă. Вĕсем тарăн йĕр хăвармасăр иртмеççех. Вăхăтĕнче йывăр ĕçлени, каярахпа пуç çĕклейми хуйхă-суйхă пулни хăйсен ĕçне тунах. Анатолий сусăра тухнă, Зоя та час-часах чирлет. Ватлăхра пĕр-пĕрне пулăшса пыни вĕсене мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.

Исония ВОЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code