Çулсем çинче çынсем вилнипе çыхăннă аварисене асăрхаттарас тĕллевпе хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Уяв умĕн çул-йĕр çине паллăсем «ỹкересси» уйрăмах пысăк тимлĕхре. Çав шутра çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенчи «зебрăсене» çĕнетесси те.
Инкекрен асăрханса водительсем те, çуран çỹрекенсем те йĕркене пăхăнар. Аварисем чылай чух водитель хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, йĕркене пăсса хирĕç килекен çул çине тухнипе, руль умне ỹсĕрле ларнипе пулаççĕ. Çуран çỹрекенсен те тимлĕ пулмалла. Ятарлă тротуарпа, вăл çук пулсан çул хĕррипе утни, çул урлă ятарлă вырăнтан анчах каçни хамăра, сывлăха упрать.
Водительсемпе çуран çỹрекенсене çул-йĕрсем çинче яланах тимлĕ пулма, правилăсене пăхăнма, пурнăçа юратма ыйтас килет. Пирĕн пурнăçăмăр хамăрăн аллăмăрта пулнине самантлăха та манар мар.
А.СЕРГЕЕВ.

