Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх — малти вырăнта

Тимлĕх — малти вырăнта

Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра террорла актсем çине-çинех пулни, экстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем пирĕн çĕршыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç. Инкексем пирĕн тăрăхра пулман пулсан та, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест.

Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Чăваш Республикин ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр.

Çав вăхăтрах халăхран та сыхлăх пирки асрах тытма ыйтас килет. Çуллахи вăхăтра ялсене ытти хуларан, регионран е урăх çĕршывран тăванĕсем патне килекен ют çынсем сахал мар. Вĕсем регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Кăнтăр енчи халăх пысăк сумкăсемпе ялсем тăрăх çỹрени те халăха сисчĕвлентермелле. Çывăхра иккĕленчĕклĕ е ют çынсем пурăннине, çỹренине тата хăйсене ыттисенчен расна тытнине асăрхасан çакăн пирки йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.

Автовокзал, культура çурчĕ, предприятисемпе организацисен çывăхĕнче, ытти обществăлла вырăнта ют сумка е рюкзак выртнине, иккĕлентерекен автомашина тăнине курсан та тивĕçлĕ органсене пĕлтерме васкăр. Тимсĕрлĕх хака ларма пултарать.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code