Интернет урлă хур тỹсекенсен шутне чакарас тĕллевпе халăхпа час-час ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çапах та çынсем преступниксене çав-çавах шанаççĕ-ха…
Чылай тĕслĕхре ултав чунлă çынсем çын пысăк укçа-тенкĕ е хаклă медицина аппарачĕ, ытти тĕрлĕ хатĕр выляса илнине пĕлтерсе СМС çырусем яраççĕ. Выляса илнĕ укçа-тенке е япалана çухатас мар тесен вĕсен суммин 13 процентне çывăх вăхăтрах налукшăн саплаштарма васкамаллине пĕлтереççĕ. Теприсене: «Эсир пысăк укçа-тенкĕ (тĕрлĕ сумма палăртаççĕ) выляса илтĕр. Саламлатпăр! Халех çак номер çине шăнкăравласа ярăр!» — тесе СМС яраççĕ, телефон счечĕ çинчен укçа-тенкĕ яма сĕнеççĕ. Ямăт укçа-тенкĕллĕ пулма ĕмĕтленекенсем вара ултав серепине лексе наччасрах пысăк укçа-тенкĕ çухатаççĕ.
Асăннă тĕслĕхсене ăша хывса асăрханар. Инкеклĕ лару-тăрăва лексен 02 е 2-50-02 номерлĕ телефонсем çине шăнкăравлама ыйтатпăр.

