Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информацирен:

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информацирен:

Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 19118,78 гектар çинчен (84,5 процент) пухса кĕртнĕ. «Сатурн», «Рассвет», «Победа», «АСК-Яльчики», «Авангард» организацисенче, С.В.Чернов, В.Г.Васильев, В.П.Смирнов, А.В.Филиппов Х(Ф)Хсенче асăннă ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 38,6 центнерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен сĕлĕ (44,8 ц), тулă (40,3 ц) тухăçĕ пысăкрах. Çĕр улми кăларса пуçтарассине 48 процента çитернĕ. Рапс туса илессипе вунă хуçалăх ĕçлет, унăн планпа пăхнин 92 процентне алла илнĕ.

Кукурузăна 156 гектар çинчен вырса силоса хывнă. Пĕтĕмĕшпе 1154 гектар йышăнать вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code