Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

2-мĕш тапхăра хутшăнĕç

Вăрнар поселокĕнчи хоккей керменĕнче шкул ачисен вăтам ушкăнĕнче республика первенстви иртнĕ. «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илес тĕллевпе 5 команда – Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Çĕмĕрле, Пăрачкав хоккеисчĕсем тупăшнă.

Пирĕн район команди вырăнти спортсменсене 1:2 шутпа çеç выляса ярса турнирта 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакă Елчĕксене малаллахи вăйăсене хутшăнма май парать.

3-мĕш, анчах…

Канашри «Локомотив» ФОКра Шкулсен Баскетбол Лигин пуçламăш тапхăрĕнче пĕтĕмпе 6 команда вăй виçнĕ.

Çивĕч иртнĕ тĕл пулусенче Комсомольскипе Улатăр баскетболисчĕсем малти вырăнсене тухнă, турнирăн 1/4 пайне хутшăнма тивĕçнĕ. Елчĕксем те аптăраман – призерсен йышне кĕнĕ, анчах çакă вĕсене пурпĕрех путевкăсăр хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code