Хальхи вăхăтра шкул ачисене аталанма услови çителĕклĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕ маншăн тĕрлĕ пулăмпа асра юлчĕ. Май уйăхĕн 9-16-мĕшĕсенче эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ирттерекен «Пултарулăх тĕнчи» проекта хутшăнтăм. Çĕнтерỹçĕсене Беларуç Республикине курма илсе кайрĕç.
Чăваш Енрен пурĕ 70 ача хутшăнтăмăр çул çỹреве. Экскурси маршручĕ питĕ пуян пулчĕ. Çул çỹреве йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Александр КУЗЬМИН,
Елчĕк шкулĕ.

