Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ кăмăл-туйăмпа

Çĕнĕ кăмăл-туйăмпа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе 2022 çулхи пĕрремĕш канашлăва ирттерчĕ.

Леонард Васильевич Тигр çулталăкĕнче иртнĕ çулхинчен те пуçаруллăрах, тăрăшарах ĕçлеме, пĕтĕм палăртнă тĕллевсене çĕнĕ кăмăл-туйăмпа, вăхăтлă та тухăçлă пурнăçлама сĕнчĕ.

2022 çул хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ тапхăр та. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă, тăван район 95 çул тултарать, муниципаллă округсен суйлавĕ иртет…

Вĕсемпе çыхăннă кашни мероприяти яваплăха, оперативлăха ÿстерме хистет.

– Вăхăт пур-ха тесе лăпланса лармалла мар, – пусăм турĕ Леонард Васильевич, – мероприятисене ячĕшĕн кăна ирттермелле ан пултăр.

Тĕрлĕ тытăмра – строительствăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, çул-йĕр ыйтăвĕсенче калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама палăртнă. «Пуçару бюджечĕпе» килĕшÿллĕн пăхнă мероприятисене те кирлĕ шайра татса памалла. Тумалли ĕçсем çулталăк вĕçне ан юлччăр…

Вăрăм кану кунĕсенчи чрезвычайлă лару-тăру пирки райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин каласа пачĕ. Январĕн 6-мĕшĕнче пĕр лавккара электричествăран пушар тухнине /ăна вăхăтлă сÿнтернĕ/ шута илмесен, пĕтĕмĕшле районта урăх инкек-синкек пулман. Пĕтĕм авари служби хăйсен тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланă.

Иртнĕ канмалли кунсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнă. Декада /6-мĕш страницăра вулăр/ тата ял тăрăхĕсен Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов паллаштарчĕ. Иртнĕ çулхи пекех пĕрремĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ /ертÿçи Геннадий Ловкин/ тухнă, Елчĕксемпе /Алина Смирнова/ Курнавăшсем /Алексей Мартышкин/ призерсен йышне кĕнĕ. Вĕсем кубоксемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Çирĕклĕ Шăхальсем Спартакиадăн 8 енлĕ ăмăртăвĕнче те ăнăçлă тупăшнă. Çав вăхăтрах Лаш Таяпа, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен командисем 4-шне çеç хутшăннă.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, çапла майпа физкультурăпа спортри массăлăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлемеллех. Ку тĕлĕшпе Кĕçĕн Таяпасем /ертÿçи Валерий Петров/ пуçаруллă. Вĕсем декада тапхăрĕнче 8 тĕрлĕ ăмăрту-конкурс йĕркеленĕ. Спортзал çукки те чăрмав мар, кăмăл-туйăм çĕкленÿлĕхĕ кăна пултăр…

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code