Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Китайпа çыхăну йĕркеленет

Китайпа çыхăну йĕркеленет

«Раççейпе Китайăн ял хуçалăх тата агробизнес сферинчи хутшăнăвĕсем. Инвестицисем, импорт, экспорт» — çапла пулнă нумаях пулмасть Мускаври Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ центрĕнче офлайн тата онлайн мелсемпе иртнĕ конференци теми. Ăна «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн «АПК продукцийĕн экспорчĕ» регион проекчĕн шайĕнче йĕркеленĕ.

Конференцире усламçăсен Китай компанийĕсемпе паллашма, инвесторсемпе тĕл пулма, консультаци илме май пулнă. Чăваш Республикине конференцире «Деревенский дворик» кооператив кăтартнă. Предприяти экологи енчен таса та усăллă продукци туса кăларнипе, тавара хăйĕн лавккисем урлă сутнипе уйрăлса тăрать. Иртнĕ çул компани пирвайхи хут Казахстана сĕт ăсатнă. Малашлăхра вăл экспорта тата анлăлатасшăн, юр-вара ытти çĕршыва çитересшĕн.

«Таса та усăллă апат-çимĕç республика çыннисен кăмăлне каять, хаксем те тивĕçтереççĕ. Çавна пулах эпир ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли тата упрамалли логистика центрĕ пулса тăтăмăр. Чăваш Ен фермерĕсем туса илекен юр-вар республикăри тата ытти регионти çынсем патне çитет. Китай çыннисене тутлă чей, пыл, сыр тата ытти продукци килĕшессе, экспорт географине анлăлатасса шанатпăр», — палăртнă хăйĕн шухăшне кооператив ертỹçи Андрей Васильев.

2022 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Ен АПК продукцийĕн экспорчĕ 11 процент ỹснĕ. 2021 çулта — 45,3 миллион, 2022 çулта 50,3 миллион долларлăх тавар ăсатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code