Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи малтан çитет

Чи малтан çитет

Ĕпхỹре Федерацин Атăлçи округĕнче агропромышленноçа аталантарас енĕпе канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Ене ырăпа аса илнĕ — аграрисем патне патшалăх пулăшăвне чи малтан çитерекен регионсенчен пĕри пулнине палăртнă. Республикăна хушма хуçалăх тытакан хăй тĕллĕн ĕçлекенсемпе ăнăçлă ĕçлеме пултарнăшăн та ырланă.

Канашлăва регионсенчи министерствăсемпе ведомствăсен, Раççейри АПКн пысăк предприятийĕсен ертỹçисем те хутшăннă. «Çакăн пек тĕл пулусем ытти регион опычĕпе паллашма, пирĕн республика мĕнле шайра пулнине ăнланма кирлĕ», — усăлли сахал пулманнине палăртнă мероприятие хутшăннă вице-премьер, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çакна палăртмалла: 2023 çулта Раççей бюджетĕнчен республикăн агропромышленность комплексне пулăшма 1,17 млрд тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енре тыр-пул туса илессипе тата сутассипе çыхăннă субсидие аграрисем патне — 100,тăкаксене саплаштарассипе çыхăннă пулăшăва 62 процент çитернĕ. Ку кăтарту Раççей Ял хуçалăх министерстви палăртнинчен пысăкрах.

Канашлура Чăваш Ен — килти хушма хуçалăх тытакансене хăй тĕллĕн ĕçлекен пек аталантарас енĕпе тимлекен пĕртен-пĕр регион пулнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе хушма хуçалăхра хăй тĕллĕн ĕçлекенсене республика бюджетĕнчен ĕне тата качака, ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ, минераллă удобрени, хурт-хăмăр ĕрчетмелли материалсем туянма тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ. Тăпра тата вăрлăх тĕпчевне ирттерме те пулăшаççĕ. «2023 çулта республикăра хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшма хальлĕхе иртнĕ çулта пăхса хуни чухлех, 225 млн тенкĕ уйăрмалла. Субсиди илмелли списока анлăлатас енĕпе ĕçлетпĕр, сурăх тата ăратлă вăкăрсен вăрлăхне туяннăшăн тăкакланнă укçа-тенкĕн пĕр пайне саплаштармалла тăвасшăн», — палăртнă Сергей Артамонов.

Сăмах май каласан, Чăваш Ен 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 100 гектартан çĕр улми туса илессипе — 1-мĕш, ытти пахча çимĕç, сĕт туса илессипе — 2-мĕш, аш-какай, тыр-пул туса илессипе 4-мĕш вырăн йышăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code