Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлев прависене пăхăнмалла

Ĕçлев прависене пăхăнмалла

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ тĕп мероприятисене тишкерсе хак пачĕ. Чи пĕлтерĕшли — Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин анлă ларăвĕ иртни. Унта 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май Елчĕк округĕ ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче 1-мĕш вырăн, муниципалитет округĕн физкультурăпа сывлăх тата массăллă спорт мероприятийĕсене йĕркелесе пырассипе иртнĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнни ырă пулăм пулнине палăртнă май ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт комплексĕн инструктор-методисчĕн Петр Смирновăн ĕçне ырăпа палăртрĕ. Вăл, яваплăха çирĕп туяканскер, час-час вĕренỹ учрежденийĕсенче, ĕç коллективĕсенче пулать, ума лартнă тĕллеве тивĕçлипе пурнăçласа пырать.

Ĕçлекенсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтересси — ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ. Çапах та ĕçченсен ĕçлев прависене пăсакан пуçлăхсем тĕл пулаççĕ-ха. Чылай чухне ĕç паракансем налук тỹлессинчен пăрăнса шалăва «конвертпа» парассине вăя кĕртнĕ. Çакă уйăхсерен пĕр çынна тивекен ĕç укçин вăтам калăпăшĕ çине пырса тивет — çак сăлтавпах ĕç укçи чылай пĕчĕккĕ курăнать. Работниксемшĕн социаллă фондсене тỹлевсем уйăрманни кайран вĕсен пенси виçи çине те пырса тивет. Леонард Левый ĕçлекенсен прависене хỹтĕлес тата ытти тĕрлĕ ыйтусене татса парас тĕллевпе ятарлă комиссинче тата çивĕчрех ĕçлемеллине, ку енĕпе час-час тишкерỹсем тумаллине палăртрĕ.

Терроризм çĕршывсемшĕн чи хăрушă тăшман пулса тăрать. Ку енĕпе пирĕн регион, округ лăпкă тесе лăпланса лармалла мар. Уйрăм çынсемпе предприяти-организацисем, предпринимательсем хăйсем çинче шутланса тăракан е усă куракан объектсене терроризмран хỹтĕлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Инкек сиксе тухас пулсан пирĕн кашнийĕн хамăрăн тивĕçсене, пурнăçламалли ĕçсене çирĕп пĕлмелле. Канашлура ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнине тишкерес тема уйрăм тимлĕхре пулчĕ.

Уй-хирсенчи лару-тăру пирки округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков каласа кăтартрĕ. Иртнĕ эрнере çурхи уй-хир ĕçĕсене «Рассвет», «Прогресс» тата «Комбайн» хуçалăхсенче пуçăннă: кĕрхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ, кĕрхи çĕртме лаптăкне сỹрелес ĕçе пуçăннă. Округра туса хунă ятарлă комисси мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса ака ĕçĕсене ирттерме мĕнле хатĕрленнине тишкерет.

Çурхи ăшă çанталăкпа пĕрлех юсав тата строительство ĕçĕсен сезонĕ пуçланать. Туяну ĕçне пуçăнас тата объектсене контрактацилес ыйту пирки округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администраци территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Смирнова каласа пачĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕл тухăçлăхне хакламалли кăтартусем çинче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл 2021 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсен тишкерĕвĕнче комплекслă хаклав кăтартăвĕсем тăрăх Елчĕк округĕ районсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнса 4 миллион та 71 пин тенкĕ укçан премине тивĕçнине палăртрĕ.

Канашлура территорисене тирпей-илем кĕртес, хытă сийлĕ çул-йĕр çинчи путăк-шăтăксене юсас тата ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code