Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыравçă тăван тăрăхра

Çыравçă тăван тăрăхра

Вырăскассинче, учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ Елен Нарпи çыравçă час-часах тăван енре пулать, вулакансемпе тĕл пулать.

Елена Петровна пултарулăхне район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Унăн прозăри ăсталăхĕ студент чухнех палăрнă. Шкулта вĕреннĕ чухне çамрăк корреспондент район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă. Хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра студентсене пĕлÿ парать, çырас пултарулăха çулсерен ÿстерсе пырать. Унăн «Салтак тÿмипе Тал пиçен», «Çумламан йăран», «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнекисене ачасемпе çамрăксем уйрăмах кăмăлласа вулаççĕ. «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеке ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă чи лайăх произведенисен йышне кĕнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Елен Нарпи /варринче/ хăйсен тăрăхĕнчи вулакансемпе – Елена Векова учительницăпа тата Раиса Горшкова библиотекарьпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code