Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кадетсен йышĕ ÿснĕ

Кадетсен йышĕ ÿснĕ

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта савăнăçлă уяв иртрĕ – 5 «к» класра вĕренекенсем кадетсен йышне тăчĕç.

Акт залне шкулти аслă классенче вĕренекен кадетсемпе ашшĕ-амăшĕ, педагогсем пуçтарăннă. Сцена çинче вара – çамрăк патриотсем, кадет ретне тăма хатĕр маттур ачасем.

6 «к» класс ачисем уява уçса кадет вальсĕ ташланă хыççăн шкул директорĕ Лариса Васильева сăмах илчĕ. Вăл кадет ретне тăракансене ăшшăн саламларĕ. Унтан Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссариачĕн ертÿçи Сергей Данилов çамрăк кадетсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулма ырă сунса 22 ачана удостоверени пачĕ. Çамрăк кадетсем çак ята тивĕçлипе тытса пыма, çĕршывăн тÿрĕ кăмăллă çыннисем пулма, туслăха упрама, шкул чысне çÿле çĕклеме, лайăх вĕренме тупа турĕç. Чи хумхануллă самант: шкулти çарпа патриот клубĕн членĕсем кадет ялавне çĕклесе класс ертÿçине Рада Федоровăна тыттарчĕç. Унтан район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Марина Вастулова тухса калаçрĕ. Вăл кадетсем яланах тÿрĕ чунлă пулмалли, йĕркене пăхăнмалли, Тăван çĕршыва юратмалли, юлташсене сутмалла марри çинчен каларĕ. Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе сăмах илнĕ Ирина Жирнова кадетсем шкулта та, ун тулашĕнче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ.

Юлашкинчен çамрăксемпе аслă классенчи кадетсем çамрăк армеецсен гимнне шăрантарчĕç. Палăртса хăвармалла, Елчĕк шкулĕнче пилĕк кадет класĕнче 102 ача вĕренет. Кадетсен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать.

М.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code