Çурхи шыв-шурăн вăйне пĕлме çук — тĕрлĕ лару-тăру кăларса тăратма пултарать.
Хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе кашни территори пайĕнче çулсем урлă хывнă пăрăхсен умĕсене, урамсенчи шыв çулĕсене юртан тасатмалла. Çавăн пекех шыв башнисен тата управĕсен таврашĕсенче те çак ĕçе туса ирттермелле. Ку тĕлĕшпе яваплăха ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем çине илсен аванччĕ.

