Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултавран асăрханар

Ултавран асăрханар

Чăваш Республикинче Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен хур тÿсекенсен йышĕ нумайланнă.

Социаллă сетьри пĕлтерÿсемпе усă курса тавар туянасси-сутассипе сăлтавласа укçа вăрланă тĕслĕх уйрăмах нумай.

Ултавçăсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Тĕслĕхрен, кредит илме сĕнеççĕ. Анчах кредит килĕшĕвĕ валли счет уçма, унтан пурнăçа страхлама, курьера тÿлеме, ытти сăлтавпа укçа-тенке маларах куçармалла иккен. Халăх укçи-тенкине куçарать, кредита кĕтсе илесси ĕмĕтре çеç юлать.

Паян ултавçăсем предприятисен электрон почтисене «çĕмĕрсе» уçма та пултараççĕ. Унти кăтартусемпе усă курса суя тÿлев хучĕсем хатĕрлеççĕ, предприяти вара вĕсене хăйсен контрагенчĕ вырăнне йышăнса укçа куçарса парать.

Интернет урлă суту-илÿ тунă е ытти ĕç пурнăçланă чух уйрăмах тимлĕ те сыхă пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code