Республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон старт илнĕ. Çак ыр кăмăллăх акцийĕ чи малтанах нумай ачаллă çемьесене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене пулăшма йĕркеленет. Пархатарлă ĕçе пирĕн округ та çулсерен пысăк тỹпе хывать. Ырă ĕçрен кăçал та аякра юлар мар.

