Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Анлă тавра курăмлă

Анлă тавра курăмлă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çамрăксемпе студентсене çулсеренех пултарулăхри ăнтăлусемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарать.

Кăçалхи тăрăшуллă çамрăксем хушшинче Кушкăри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Максим Садовников та пурри чунтанах савăнтарать. Вăл Энтепе ялĕнчи Николайпа Алевтина Садовниковсен çемйинчи пĕрремĕш ывăл.

Максим чăннипех те çак чыса тивĕçлĕ. Пĕчĕкрен ларса тăма пĕлменскер пурне те ăса хывать. Унăн тавра курăмĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ. Пĕчĕккĕллех ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл кашни çулах «Энтепе» ОООра вăй хурать. Унта ĕçленĕшĕн ăна пĕрре мар Хисеп хучĕсем парса чысланă.

Максим пĕрремĕш класранпах «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкулта, районта, республикăра иртекен конкурссене хастар хутшăнать. Спортпа та питĕ туслă вăл. Тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать. Пушă вăхăтра Максим кĕнеке вулама юратать тата компьютерпа кăсăкланать. Шкул хыççăн та хăйĕн пĕлĕвне çак енĕпех аталантарасшăн. Çавăн пекех вăл «Елчĕк ен», «Тантăш» хаçатсемпе туслă. Вĕсенче хăйĕн хайлавĕсене пичетлет. Хальхи вăхăтра пултаруллă çамрăк тăрăшсах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленет.

Пиччĕшĕн хастарлăхне курса кĕçĕн класра пĕлÿ пухакан Даниил та шкулта тăрăшса вĕренет.

А.ПОРТНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Садовников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code